Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссине йӗркеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 08.07.2021 17:57 | 1861 хут пӑхнӑ
Политика
ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ
ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.

Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ.

Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.

#политика, #Чӑвашрессовпроф, #комиссисем, #конкурссем, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем