Шупашкар хула администрацийӗ пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарас тӗллевпе чылай конкурс йӗркелет. Хальхинче мусӑкҫӑсем валли иртӗ. Вӑл «Эпӗ Шупашкара юрӑпа мӑнаҫлантаратӑп» ятлӑ.
Шупашкар пирки хывнӑ юрӑпа профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле жанрпа та усӑ курма юрать. Конкурса хутшӑнакансен ҫурлан 4-мӗшӗччен заявка ҫырмалла. Юрӑ сӑмахӗсем, фонограмма (пур пулсан) кирлӗ пулӗ.
Кун хыҫҫӑн суйлав тапхӑрӗ пуҫланать. Жюри чи лайӑххисене ҫак номинацисемпе уйӑрӗ: чи лайӑх юрӑҫ, чи лайӑх текстлӑ юрӑ, чи лайӑх кӗвӗллӗ юрӑ. Тӗп номинаци — Шупашкар пирки хывнӑ чи лайӑх юрӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Шупашкар хула кунӗнче «Пултарулӑх бульварӗнче» хӑйсен юррисене шӑрантарма пултарӗҫ.
Кирек мӗнле инструментпа усӑ курма, ташӑҫӑсемпе, мусӑкҫӑсемпе, хорсемпе юрлама юрать. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом парӗҫ. Кашнинех хула пирки хывнӑ юрӑсен пуххине кӗме май пулӗ.
Заявкӑна тӗрлӗ мелпе яма пулать: электрон почтӑпа (pesnya-che-2014@mail.ru), ҫырупа (Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 409-мӗш пӳлӗм). Е ӗҫсене ҫак адреспа илсе килмелле: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, культура управленийӗ, 409-мӗш пӳлӗм.
Халӑхсем хушшинчи журналистикӑн гильдийӗ «НацАкцент» порталта «Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ — ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑли-йӗркине, Раҫҫей халӑхӗсен нумай енлӗ культурине туй ҫипуҫӗ урлӑ кӑтартасси.
Конкурса хутшӑнас текенсен авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене svadba@nazaccent.ru электрон адреспа ярса памалла. Ҫырура туя мӗншӗн наци тумӗпе ирттерес тени пирки те каласа кӑтартмалла. Тӳресем ӳкерчӗксене кӑна мар, вӗсен хуҫисен историне те хаклама шантараҫҫӗ.
Юпан 1-мӗшӗнче конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ: пӗрне профессилле журналистсем хаклӗҫ, иккӗмӗшне — сайт ҫинчи сасӑлав тӑрӑх, виҫҫӗмӗшне — «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑн урлӑ.
Конкурс пирки тӗплӗ информацие nazaccent.ru/content/12258-konkurs-moya-bolshaya-nacionalnaya-svadba-startuet.html сайтра тупмалла.
Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?
Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.
Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.
Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.
Утӑн 5-мӗшӗнче «Юратнӑ хула, санӑн самантусене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна Улатӑр хули 462 ҫул тултарнине халалланӑ.
Конкурса профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын 3 ӗҫ таран тӑратма пултарать. Кашнинче ят тата автор пирки пулмалла. Ӗҫсене ҫурлан 5-мӗшӗччен Fotokonkurs-alatur2013@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа ярса памалла: Улатӑр хули, Первомайски урамӗ, 87-мӗш ҫурт, 319-мӗш пӳлӗм.
Конкурс ҫак номинацисемпе иртет:
• Культура еткерлӗхӗн объекчӗсем.
• «Ман хула тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайӗ» (урамсем, ҫуртсем, парксем, скверсем)
• Объективра — культура (Улатӑрти культура пурнӑҫӗ)
• «Ҫамрӑксем — пирӗн хула пуласлӑхӗ»
• «Сывӑ пурӑн!»
Конкурса ҫурлан 5–10-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен ӗҫӗсене Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Ҫынсене тӗнче тетелӗн, интерактивлӑ телекурав, телефон ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑнтаракан компанисенчен пӗри «Эп кунта пулнӑ» пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсен шайнех кӑларнӑ. Конкурс тӗллевӗ туризмпа кану вырӑнӗсене, сахал пӗлекен объектсене палӑртасси тесе ӗнентереҫҫӗ. Ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсен конкурс сайтӗнче ятарлӑ хурмӑ ҫырса тултармалла тата ӗҫе вырнаҫтармалла. Конкурса яракан ӗҫсене авӑн уйӑхӗн ҫурриччен йышӑнаҫҫӗ. Формачӗ тӗрлӗрен пулаять. Ҫав шутра эссе те, фоторепортаж та, видеокалав та. Профессилле журналистсене те конкурса хутшӑнма чармаҫҫӗ. Кашни номинацире виҫшер ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗҫ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне — ун чухне Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗ — пӗтӗмлетӗҫ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫарса янӑ. Патриотизм акцийӗ кӑҫалхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗнче, вӗҫленӗ. Ун чух Крыма ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчен пуҫтарӑннисем 85 тӗрлӗ йывӑҫ лартӗҫ. Вӑл Раҫҫейпе Крым пӗрлешнин, унӑн шӑпипе аталанӑвне пӗтӗм регион хутшӑнассин палли пулӗ.
Унччен регионсене пилӗкшер йывӑҫ сӗнме ирӗк панӑ. Чӑвашран хӑмла, юман, шурӑ хӑва, ҫӑка, салтак тӳми сӗннӗ. Вӗсем 1,5 пин сасӑ пухнӑ. 44 проценчӗ хӑмлашӑн, 35 проценчӗ юманшӑн сасӑланӑ.
Килӗшекен ӳсентӑраншӑн ҫурлан 31-мӗшӗччен сасӑлама юрать. «Раҫҫей аллейӗ» акцие хутшӑнса шухӑша палӑртма аллеяроссии.рф сайта кӗмелле.
Ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурсӑн тӗп тапхӑрӗсенчен пӗри вӗҫленнӗ. Унта тӗнчери шкул ачисемпе студентсем, 13–18 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ. Конкурса темиҫе пин ӗҫ ҫитнӗ.
Суйлав тапхӑрӗнче регионти 90 финалиста палӑртнӑ. Вӗсен йышне Раҫҫейри 6 ҫын лекнӗ. Ҫав шутра Шупашкарта пурӑнакан Максим Смирнов та.
ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Максим республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Республикин ҫамрӑк изобретателӗ» конкурсра пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурса 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурспа килӗшӳллӗн Максим «Сусӑрсем валли — транспорт хатӗрӗ» проекта хӑтланӑ. Вӑл авари чухне пассажира хӳтӗлет. Урапа ҫапӑнсан кабина 180 градус ҫаврӑнать.
Максим конкурсра ҫӗнтерӗ-ши? Ку авӑнӑн 22-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе вӗренмешкӗн 50 000 долларлӑх грант тата National Geographic экспедиципе пӗрле 10 кунлӑха ҫулҫӳреве каймашкӑн путевка парӗҫ. Ҫавӑн пекех Virgin Galactic космодрома ҫитме май пулӗ.
Чӑваш наци музейӗнче «Ҫемье музейӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса республикӑри 251 сӑн ярса панӑ. Вӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски тата ытти районти 70 ҫемье пурнӑҫӗпе историйӗ сӑнланнӑ.
Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене нумаях пулмасть чысланӑ. Парнесене хулари кредит учрежденийӗсенчен пӗри уйӑрса пулӑшнӑ.
«Ҫемье йӑли-йӗрки» номинацире Карповсем, Вастуловсем, Чеченешкинсем, Кашутинсем, Максимовсем тата Рубцовсем ҫӗнтернӗ; «Ҫемье историйӗнче» — Зотовсем, Фадеевсем, Платоновсем, Приезжевсем, Удяковсем, Степановсем, Трифоновсем, Чевеляксем; «Ҫемье реликвийӗнче» — Мироновсем тата Шегердюковсем; «Ҫемье коллекцийӗнче» — Давыдовсемпе Блиновсем. Куракансене килӗшнӗшӗн уйӑракан парнепе Руссовсене палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани вӑйӑ-кулӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (14)
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ял клубӗнче А.П.Тимофеевапа А.А.Михетова «Пулӑ, кӗр!» конкурс ирттернӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарнӑ. Кӑмал тунисем вӑлта йӑтса пӗве хӗррине утнӑ.
Конкурса хутшӑннисем пӗр сехет пулӑ тытнӑ. Пӗве ҫывӑхӗнче пулӑ тытмалли вырӑна хӑйсемех суйланӑ. Пӗр сехет иртсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
Коля Комячов 839 грамм пулӑ тытса виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Вика Семенова 865 грамм пулӑ тытнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Антон Кошелев – ҫӗнтерӳҫӗ. Вӑл пӗверен 1.142 грамм пулӑ кӑларнӑ.
Камила Измайлова конкурса хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ача пулнӑ. «Чи туслӑ ҫемье» номинацире Кошелевсем ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарнӑ. Изабелла Дмитриевапа Вячеслав Семенов тытнӑ пулӑран шӳрпе пӗҫернӗ.
Сӑнсем (6)
Красноармейски районӗнче ҫуллахи лагерьсене 8 шкул ҫумӗнче йӗркеленӗ. Районта «Красноармейски районӗнчи шкул ҫумӗнчи чи лайӑх лагерь - 2014» конкурс ирттерсе чи маттуррисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
«Ҫуллахи педагогика» номинацире Трак шкулӗ ҫумӗнчи «Хурӑн» сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь ҫӗнтернӗ. «Ҫуллан ҫӗнӗ тухӑҫӗсем» номинацире Карай шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерь мала тухнӑ.
«Пултарулӑх асамат кӗперӗ» номинацире Упи шкулӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ «Хӗвел» лагерь чи маттурри пулнӑ. «Ӑнӑҫу лапамӗ» номинацире Еншик Чуллӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Антошка» тата Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерьсем ҫӗнтернӗ.
«Эпӗ – Раҫҫей гражданинӗ» номинацире Чатукасси шкулӗ ҫумӗнчи «Ҫил» лагерь мала тухнӑ. «Сывлӑх, спорт, интеллект» номинацире вара – Алманчӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» тата Именкассинчи «Кулӑ» лагерьсем.
Ачасем лагерте каннӑ чухне хӑйсен пултарулӑхне аталантарнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти, конкурс ирттернӗ. Пӗр сӑмхапа, ачасем кӑмӑллӑ юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |