Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ.
Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова.
Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн.
Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ.
Акан 19-20-мӗшӗсенче «Кӗмӗл сасӑ» ӑмӑрту-фестиваль каллех юрӑҫсене пуҫтарӗ — Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче вӑл XIV хут иртӗ. Ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Республикин Халӑх пултарулахӗн ҫурчӗ.
Паянхи кун тӗлне пурӗ 23 юрӑҫ хутшӑнма тӗв тунӑ — хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Пушкӑртстанпа Тутарстанран, Самар, Сарӑру тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Хӗрлӗ Ҫыр Енӗнчен пур. Чикӗ леш енчен килнӗ хӑнасемсӗр те иртмӗ — Белоруссинчи юрӑҫсем хутшӑнӗҫ.
«Кӗмӗл сасӑ» икӗ кун иртӗ — пӗрремӗшӗнче ӑмӑрту пулӗ, иккӗмешӗнче вара мала тухнӑ юрӑҫсем гала-концертпа савӑнтарӗҫ. Хаклакансен пуҫлӑхӗ — жюри председателӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров.
Фестиваль-ӑмӑрту 18 сехетре пуҫланать!!!
Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
«Ясна» этно-экологиллӗ поселени ачасен «Пирӗн мӑн асаттесем» (выр. «Наши предки») ӳнер конкурсне ирттерет. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Ку ӑмӑртӑва 5–17 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳкерчӗке хуть те мӗнле меслетпе, хуть те мӗнле сӑрӑ хатӗрӗпе усӑ курса ӳкерме юрать. Конкурс темисем: мифсемпе халапсем, мӑн асаттесен тӗнче курӑмӗ, халӑх эпосӗн паттӑрӗсем, ӗмӗрсем витер пыракан мӑн асаттесен ӑс-хакӑлӗ.
Ӗҫсене Чӑваш наци вулавӑшне кайса памалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли номерсем: 62-38-12, 8-927-665-72-92.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасене «Авалхи чӑвашсен асамлӑ уҫланки» тӳлевсӗр экскурсине илсе кайӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсене наци вулавӑшӗпе ӳнер музейӗнчи куравсенче кӑтартӗҫ. Конкурсӑн йӗрке-шывӗпе туллин кунта паллашма пулать.
Комсомольскинчи «Кӗтне» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хута кайни иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра миҫе ҫын унта пулса сывлӑхне ҫирӗплетмерӗ-ши?
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министерствин анлӑ коллегийӗнче комплекссен 2012 ҫулхи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Комсомольскинчи «Кӗтне» ФСК смотр-конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑна тухнине палӑртнӑ, хисеп хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех 40 пин тенкӗлӗх сертификат парса наградӑланӑ. Яллӑ районсем хушшинче вара Каҫалсем — иккӗмӗшсем (малта — Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи ВКСК).
«Ку пире малалла тата та лайӑхрах, тӑрӑшарах ӗҫлеме хавхалантарать», — терӗ ВКСК директорӗ Евгений Тихонов.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене кӗнекен кӑларасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Яланхи пекех эпир ӑна ача-пӑча ӳкерчӗкӗсемпе илемлетес шухӑшлӑ.
Ӳнер ӑмӑртӑвне эпир кӗскен «Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ» ят парас терӗмӗр — шкулта вӗренекен кашни ача унта хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса памалла.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хучӗ ҫеҫ ярса пама пултаратпӑр. Вырӑн-тавраш палӑртмастпӑр — тивӗҫлӗ ӗҫ эпир хатӗрлекен кӗнекене кӗрӗ. Паллах, авторне кӗнеке те лекӗ.
Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: http://docme.ru/fhx (pdf)
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани.
Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ.
Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Нарӑс уйӑхӗнче Хусанти федераллӑ (Атӑлҫи) университетра Атӑлҫи студенчӗсем хушшинче халӑх пултарулӑхӗн «Национальное достояние» I фестивалӗ иртрӗ. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ аслӑ шкулсенче вӗренекен 200 ытла студент хутшӑннӑ. Тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетчӗн маттурӗсем те вӑй виҫрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗ Владислав Московцев (ерт. — И. И. Иванов доцент) «Илемлӗ сӑмах-соло» номинацире тупӑшса пӗрремӗш вырӑн, тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Константин Рязанов «Вокал-соло» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ.
Эпир пултаруллӑ студентсене пӗтӗм ӑшӑ кӑмӑлпа саламлатпӑр, пултарулӑхра, вӗренӳре татах та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул залӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вырӑнти вӗренӳ пайӗ ертсе пынипе «С любовью к России» (чӑв. «Раҫҫее юратса») ятлӑ юрӑҫсен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса районти шкулсенчи вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк юрӑҫсем тӑван ҫӗршыв, тӑван ял, паттӑрлӑпа туслӑх, тӑванлӑх ҫинчен хывнӑ юрӑсене чуна тивмелле шӑрантарчӗҫ.
«Вокальный ансамбль» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутай, 2-мӗш вырӑна Атнар, 3-мӗш вырӑна — Питӗркасси шкулӗсенче вӗренекенсем мала тухрӗҫ.
«Соло вокал» номинацире малти вырӑна Шулю шкулӗн вӗренекенӗ Валерий Кудряшов ҫӗнсе илме пултарчӗ, Мишеркасси вӗренекенӗ Татьяна Васюкова 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, 3-мӗш вырӑнта — Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗн вӗренекенӗ Ирина Романовӑпа Штанаш шкулӗнче ӑс пухакан Карина Парикова.
Уява хутшӑннӑ пур юрӑҫа та хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ. Вырӑнти МО РОСТО (ДОСААФ) ертӳҫи Владимир Егоров ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп Хучӗпе тата парнесемпе чысларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |