Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ача-пӑча драматургийӗн регионсем хушшинчи лабаратори-форумне ирттерет. Ку проекта ҫӗршывӑн Культура министерстви театр ӳнерӗшӗн кирлӗ пулӑм тесе ырланӑ май пурнӑҫа кӗртме укҫа та уйӑрнӑ.
Лабораторие пухнӑ май театр ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан наци драматургӗсен регионсем хушшинчи конкурсне йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Ентен, Пушкӑртстанран, Утмӑрт тата Коми республикисенчен, Мускавран, Питӗртен, Ҫӗнҫӗпӗртен, Екатеринбургран, Самартан, Чӗмпӗртен, Анапӑран, Калугӑран, Воронежран, Аҫтӑрхантан, Волгоградран, Омскран, Сургутран, Железногорскран, Красногорскран, Анат Тагилтан, Курск облаҫӗнчи Львовран тата Белоруҫпа Литва Республикисенчен 60 пьеса тӑратнӑ.
Юпан 20–24-мӗшӗсенче ӗҫсен авторӗсем Шупашкара Регионсем хушшинчи лабораторие килсе ҫитӗҫ. Форума театр критикӗ, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, Раҫҫей хулисенчи нумай семинар авторӗ Ирина Мягкова ертсе пырӗ. Экспертсен шутӗнче Мускаври Валерий Персиков режиссер та пур.
Чи лайӑх пьесӑсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр артисчӗсем эскизлӑ постановкӑсем кӑтартӗҫ, унтан вӗсене сӳтсе явӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул пирӗн патшалӑхра Культура ҫулталӑкӗ тата Раҫҫейри Аслӑ Британи ҫулӗ. Ҫавна шута илсе «Просвещени» издательствӑри ют чӗлхесен уйрӑмӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫей тата Британи символӗсен конкурсне ирттерчӗ.
Конкурса хутшӑнакансен ятарлӑ чӗре шаблонӗ ҫине Раҫҫей тата Аслӑ Британи символӗсене 5-шер ӳкерсе ярса памаллаччӗ. Унсӑр пуҫне мӗншӗн вӑл е ку символа суйласа илнине акӑлчан чӗлхипе ӑнлантарса памалла пулнӑ. Конкурса пурӗ 1 933 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинчен те.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкул вӗренекенӗсем шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Вячеславовна Зотова ертсе пынипе 10 ӗҫ ярса панӑ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пичетленӗ. Пурӗ 242 ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пирӗн республикӑран улттӑн: Вӑрмартан икӗ ӗҫ, Канашран тата Штанашри 2 ӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ҫак авторсен ӗҫне суйланӑ: Галина Зотовӑн ӳкерчӗкне тата Наталия Парикова, Диана Майоровӑпа Светлана Пахинова пӗрле сӑнарланӑ ӳкерчӗке. Ачасен ӳкерчӗкӗнче кашни ҫаврака пӗр сюжета сӑнарланӑран символсем унта ытларах вырнаҫнӑ. Ачасен шухӑшӗпе Аслӑ Британине арӑсланпа Бик Бен сехет сӑнарлать пулсан, Раҫҫее — матрешка, упа тата Мускаври Василий Блаженный храмӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотип. Унӑн никӗсӗнче кӗнеке тата монитор сӑнарӗ вырӑн тупнӑ. Кӗнеке варринчи элемент шухӑшлава тата вӗренӗве пӗлтерет. Кӗнеке тӑрринче «Виҫӗ хӗвел» — 8 кӗтеслӗ виҫӗ ҫӑлтӑр вырнаҫнӑ. Ку вӑл илемелӗхпе лайӑхлӑха палӑртать.
Логотип авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин дизайнер. Юрий Викторович пӗлтернӗ тӑрӑх, логотипа хатӗрленӗ чухне вӑл конкурса ярса панӑ ӗҫсемпе усӑ курнӑ. Унта, сӑмах май, 78 эскиз ярса панӑ. Вӗсен авторӗсем — 6 ҫулхисенчен тытӑнса 65-чченхисем. Ҫавсен хушшинче ачасемпе студентсем те, тивӗҫлӗ канурисем те пулнӑ.
Логотипа йышӑниччен эскизсене тӗнче тетелӗ урлӑ халӑхпа сӳтсе явнӑ. Кунта 1500-е яхӑн ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Сасӑлавра 10 эскиза суласа илнӗ. Ҫавсен авторӗсене Вӗренӳ министерстви Тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарӗ.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хатӗрлекен ӗҫсенче чӑваш чӗлхипе, республикӑра патшалӑх чӗлхи шутланать пулин те, усӑ курмаҫҫӗ. Ак ҫак логотипа та вырӑсла кӑна хатӗрленӗ. Вӗренӳ министерстви ӑна йышӑнни пирӗн республикӑра вӗренӳре пӗр вырӑс чӗлхи валли кӑна вырӑн пуррине кӑтартать ахӑр.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти республикӑра пурӑнакансене «Ҫирӗп ҫемье — елейлӗ ачалӑх» конкурса хутшӑнма чӗнет.
Фотоконкурс тӗллевӗ ҫемье институтне ҫирӗплетесси, кил-йыш хаклӑхне ҫынсем хушшинче сарасси, ҫемьери йӑла-йӗркене аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне конкурс хитре сӑн ӳкерме пултаракан пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси тесе каланӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва миҫе ҫулхисен хутшӑнма юранине кӗске хыпарта каламан та, анчах номинацисем тӑрӑх унта ачасем хутшӑнмалли сисӗнет: «Анне аллин ӑшши», «Манӑн атте чи лайӑххи», «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем», «Ҫемье портречӗ», «Анне, атте тата эпӗ — спорт ҫемйи», «Ҫемье канӑвӗн савӑнӑҫлӑ саманчӗсем», «Манӑн ҫемье — манӑн пуянлӑхӑм».
Фотоконкурс юпан 31-мӗшӗччен пырать. Ӗҫсене konkurs-21@mail.ru электронлӑ адреспа йышӑнаҫҫӗ. Конкурс условийӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче паллашма пулать иккен.
Чӑваш Енре тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ пушарнӑйсене халалласа лартма палӑртнӑ палӑк эскизӗн конкурсне ирттереҫҫӗ.
ИӖМ ирттерекен конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Эскиза А3 калӑпӑшла хут ҫине тӗрлӗ тӗспе ӳкермелле. Ӑна электрон мелпе те хатӗрлеме май пур.
Палӑк эскизӗ миҫе листа йышӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Вӗсене ӳнер тӗлӗшӗнчен те, ӑна пурнӑҫа мӗнле кӗртме пултарасси енчен те хаклӗҫ.
Пулас палӑк эскизӗн авторне авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе РФ ИӖМӗ ятарлӑ парнепе хавхалантарӗ.
Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ.
Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» республикӑри конкурсне ирттерет.
Ӑна наци музыка ӳнерне упраса хӑварас, наци тематикине ҫутатакан хайлавсене анлӑлатас, вӗренекенсене профессилле наци музыкипе ҫывӑхлатас тесе ирттернине пӗлтереҫҫӗ.
Конкурса «Фортепиано (соло)», «Халӑх инструменчӗ (соло), «Академи вокалӗ (соло)», «Пӗтӗмӗшле фортепиано (соло)», «Хорпа юрласси» номинацисемпе йӗркелемелле. Унта ҫула кура тӑватӑ ушкӑнпа тупӑштарӗҫ: 7–9 ҫулхисем, 10–13-рисем, 14–17-рисем, 18 ҫултан аслӑраххисем.
Конкурса хутшӑнас шухӑшлисен чӑваш композиторӗсен тӗрлӗ хайлавне шӑрантарма май пулӗ. Хутшӑнакансене темиҫе номинаципе те тупӑшма ирӗк парӗҫ.
«Шуҫӑма» хутшӑнас тесен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ыйтса ҫырмалла. Ыйтусем сиксе тухсан Надежда Владимировна Гайбурова 8(937)016-35-16 номерпе шӑнкӑравламалла е nadezhdagaj@gmail.com электрон адреспа ҫыру ямалла.
Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.
Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.
Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.
Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.
Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Дмитрий Сыров тивӗҫнӗ. Унӑн эскизӗ ытларах сасӑ пухнӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл конкурс шухӑшне лайӑх уҫса панӑ, Шупашкар тематикине ҫутатнӑ.
Конкурса дизайнерсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Суйлавра 11 эскиз пулнӑ. Хула кунӗ умӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине моноблок компьютер парнелӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те Тав ҫырӑвӗпе чыслӗҫ.
Ҫӗнтернӗ эмблема Чӑваш Ен тӗп хулин эмблемисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Автор ӑна вырӑсла кӑна пурнӑҫланӑ-ха та, анчах Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май ҫӗнтернӗ эмблемӑн чӑвашла вариантне те тӑвасса шанас килет.
Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс.
Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ.
«Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар.
Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |