Улатӑр тӑрӑхӗнче «Мисс района – 2016» (чӑв. Район мисӗ — 2016) XV конкурс иртнӗ. Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене халалланӑскере Октябрьскинчи культура ҫуртӗнче ирттернӗ. Илемлӗх ӑмӑртӑвне 16 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи хӗрсем 9 ял тӑрӑхӗнчен хутшӑннӑ.
Хӗрсене сцена ҫине епле тухни, пикесем хӑйсемпе паллаштарни тӑрӑх хакланӑ. Пикесен совет фильмӗсенчи ҫемӗсене пӗлнине те кӑтартма тивнӗ. «Девушка — гид» (чӑв. Хӗр — гид) конкурсра пикесем хӑйсен ялӗпе паллаштарнӑ. Пултарулӑх номерӗнче вӗсем юрласа та ташласа кӑтартнӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче конкурс пирки вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, мисс ятшӑн тупӑшнисенчен пӗри кӑна чӑваш тумӗпе тухнӑ. Вӑл — Кивӗ Эйпеҫри Вера Маруськина.
Район чиперкки ята Миренки ялӗнчи Христина Павелушкинӑна панӑ. Ыттисене тӗрлӗ номинаципе хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ Вера Маруськина «Ӑслӑ мисс» ята тивӗҫнӗ.