Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри уйрӑмне ялти ипотека валли лимита ӳстерсе панӑ. Ку хыпара кредит учрежденийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина Письменская Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе селектор мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Хушма лимит виҫи — 1 миллиард тенке яхӑн. Банкӑн халӑхпа ҫыхӑну тытассипе ӗҫлекен специалисчӗ Алексей Ильин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑри пине яхӑн ҫемье ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илейӗ.
Кивҫен укҫана пуш уйӑхӗнче пама тытӑннӑранпа банк 420 миллион тенкӗлӗх 260 кредит ырланӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 750 миллион тенкӗлӗх 380 заявка пухӑннӑ.
Ялти ипотекӑпа усӑ курас текенсем Ҫӗрпӳпе Шупашкар районӗсенче, ҫавӑн пекех Вӑрнарта, Муркашра, Патӑрьелте тата Комсомольскинче йышлӑ.