Ӗнер, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, Канаш хулинче лавккана Хӗл мучи тумне тӑхӑннӑ арҫын кӗнӗ те лавкка хуҫине персе пӑрахнӑ. Унччен маларах лавкка хуҫи Хӗл мучипе селфи ӳкерӗннӗ. Кайран Хӗл мучи тумӗ айӗнчен пистолет кӑларса сентре патӗнче тӑракан 54-ри арҫынна персе пӑрахнӑ та тухса тарнӑ.
Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем Канаш округӗнчи пӗр ялта тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тытса чарнӑ арҫын лавкка хуҫине парӑмшӑн вӗлернӗ.
Ытларикун каҫхине Канашра арҫын пуйӑс айне пулнӑ. Машинист рельссем ҫинче ҫын пулнине асӑрхасан пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Арҫын вилмеллех суранланнӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ арҫынна ашшӗшӗн компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн ашшӗ 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуйӑс айне пулса вилнӗ.
Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.
Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».
Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.
Халӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ халӑх тетелӗсенче ларать. Унтах вӗсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсене те татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере кӑна, раштав уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче, халӑхран 1758 ҫыру килсе ҫитнӗ. Вӗсене патшалӑх пабликӗсем йышӑннӑ.
Халӑх тетелӗсенче ҫынсен ыйтӑвне вӑтамран 3 сехет те 26 минутра хуравлаҫҫӗ. Ку енӗпе уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Шупашкар муниципаллӑ округӗ.
Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ Денис Церфус ҫӗнӗ ӗҫре вӑй хума тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Управлений пуҫлӑхӗн вакансийӗ хальлӗхе пушӑ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗнче управлени ертӳҫин ҫумӗнче Сергей Стройков ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче хулан архитекторӗ пулнӑ.
Каласа хӑварар: Денис Церфус 2022-2024 ҫулсенче Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ.
Канаш хулинчи Красноармейски урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра ӑшӑ пулманни пирки, ҫавна май ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Ҫынсем патне тинех ӑшӑ ҫитнӗ.
Ҫуртри котельнӑй ҫумӗнче хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ система ӗҫлесе кайнӑ. Канашри районсен хушшинчи прокурор Сергей Алексеев хваттерсене чӑнах та ӑшӑ ҫитнине хӑй тӗрӗсленӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ система мӗнле ӗҫленине ҫитес вӑхӑтра сӑнаса тӑрӗҫ.
Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл темиҫе кун маларах хӑйӗн ҫумӗпе Валерий Черновпа паллаштарнӑ. Шӑпах вӑл халӗ хулапа пӗрлештернӗ Канаш округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Сӑмах май, ку пукан ҫине икӗ ҫынран пӗри ларма пултарнӑ: Валерий Чернов е Наталия Суркова. Валерий Чернов вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 23 ҫул ӗҫленӗ.
Канаш хулинче пӗр ҫурт халӗ те ӑшӑсӑр пулнине, ҫавна май хула администрацийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайма заявлени ҫырса панӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, ҫак пӑтӑрмахпа, ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, унччен Канаш хулин администрацийӗ пур ҫурта та ӑшӑ панӑ тесе отчет тунӑ.
Канаш хулинче Красноармейски урамӗнчи пӗр ҫуртра халӗ те ӑшӑ ҫук. Унта пурӑнакансем электрохатӗрсемпе ӑшӑнаҫҫӗ.
Мӗншӗн ӑшӑ халӗ те ҫук? Ку ҫивӗч ыйту пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пӗлет.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем Канаш хулин администрацийӗ служба тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать.
Паян Канаш хулинче ирхи 6 сехетре маршрутка ҫуннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Салонра никам та пулман.
Транспорт Кооператив урамӗнчи автобаза пулнӑ вырӑнта ларнӑ. Маршруткӑна тӑрук ҫулӑм хыпса илнӗ. Транспорт сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Ун чухне те салонра никам та пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |