Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын палламан ҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ун тӗлӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн, ҫавна пула ҫын вилнӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 1 сехет ҫурӑра 37 ҫулти арҫын вырӑнти кафесенчен пӗринче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй унччен палламан ҫынпа харкашма тытӑннӑ. 34 ҫулти арҫын тусӗсемпе пулнӑ. Унтан ҫавсем урама тухнӑ. Ҫавӑнпа тавлашу малалла тӑсӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне 37-ри арҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларса та 34-рине хырӑмӗнчен чикнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын сиплев учрежденийӗнчи реанимацире ҫав кунах вилсе кайнӑ.
Канашри хӗрарӑм декретра ларнӑ чухне укҫа ӗҫлесе илме шутланӑ. Ун патне мессенджерта ӗҫ пирки сӗнӳ килнӗ. Ҫапла вӑл ӗҫлеме килӗшнӗ.
Кун хыҫҫӑн вӑл сайтра регистрациленнӗ, счет ҫине укҫа хунӑ та инструкципе килӗшӳллӗн тӗнче тетелне тишкернӗ, тӗрлӗ отеле бронь тунӑ. Куншӑн счет ҫинчен илнӗ укҫана ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫитменнине – нумайрах, процентсемпе.
Хӗрарӑм укҫа ӗҫлесе илнӗ-ха. Вӑл 11 пин тенкӗ шалу илнӗ, 400 пин тенкӗ вара ҫухатнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ.
53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ.
Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман.
Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашра пурӑнакан 57 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ «юмаха» юптарнӑ: такам унӑн ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑран хӑтӑлас тесен вӑл каланине туса пымалла, телефона сарӑм лартмалла имӗш.
Хайхи арҫын палламан ҫын каланине темиҫе кун пурнӑҫласа пынӑ. Ку кӑна мар-ха, ҫак ӗҫе арӑмне те явӑҫтарнӑ. Укҫа куҫармалли реквизитсене вӗсем ҫакнашкал преступленисем пирки асӑрхаттаракан хут ҫине ҫырса хунӑ.
Ҫапла арӑмӗпе упӑшки 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ытларах пайӗ – кредит илни. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ.
Чӑваш Енри ултӑ районта инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне утӑ уйӑхӗн 28-мӗшпе 29-мӗшӗсенчи ҫутҫанталӑкӑн хӑрушла пулӑмӗсене сирсе ярас тӗллевпе йышӑннӑ.
Асӑннӑ режима Канаш, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк тӑрӑхӗсенче туса хунӑ. Вырӑнтисене пулӑшма республикӑн Резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман.
Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Канашри, Тӑвай районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсене кӑҫал юсӗҫ, Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине ҫӗнетӗҫ
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри музейӗн тӑррине тата фасадне ҫӗнетме 6 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Тавай районӗнчи музейӗн шалтине юсама вара 15,6 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.
Улатӑрти музея кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме 28,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Унта "Вырӑс провинцийӗн дизайнӗ" проект пурнӑҫланать.
Утӑ уйӑхен 21-мӗшӗнче Кире вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Вӗсем 5 хӑнӑхтарура вӑй виҫнӗ.
Конкурса Чӑваш Енри пӗртен-пӗр вӑрман касакан хӗрарӑм Галина Климина хутшӑннӑ. Вӑл регион, Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи чемпионатсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Вӑрман касакан профессионалсен йышӗнче Сергей Субботин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - Андрей Климин, виҫҫӗмӗшӗнче - Брянск облаҫӗнчи Владимир Буянов. Профессионал маррисен хушшинче Йӗпреҫ лесничествинчи Владимир Борисов, Канаш лесничествинчи Сергей Кириллов, Улатӑр лесничествинчи Сергей Фадеев малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Иркутск облаҫӗнче иртекен Раҫҫей чемпионатне Артём Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин тата Галина Климина кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |