Шупашкарти професси колледжне реорганизацилеме палӑртнӑ. Йышӑну проектне ЧР Вӗренӳ министерстви хатӗрленӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Канашри педагогика колледжне Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫакна финанс ресурсӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курас, кадрсене лайӑхлатас тӗллевпе тӑваҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Шупашкарти професси колледжӗ педагогикӑра вӗренӳ кластерне тумашкӑн 60,5 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче литературӑри пысӑк пулӑм иртмелле — Раҫҫейри ҫамрӑк мар «Литература хаҫачӗ» периодикӑллӑ кӑларӑмӗн пултарулӑх бригадипе (Мускав хули) тӗлпулу пулӗ.
Вулакансемпе, ҫыравҫӑсемпе тата калем ӑстисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫитӗҫ:
• Литература хаҫачӗн политикин пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев;
• хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литература пӗрлӗхӗн председателӗ Александр Чистяков;
• пирӗн ентеш, Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ Сергей Ефимов сӑвӑҫ.
15:00 сехетре сире пурсӑра та «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗн хӑтлавӗнче тата Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» харӑсах икӗ преми лауреачӗпе йӗркеленӗ пултарулӑх тӗлпулӑвӗнче (Офицер сӑввисем) кӗтетпӗр.
Премин ҫӗнӗ сезонӗ пирки калаҫӑпӑр, хутшӑнмалли условисем ҫинчен каласа парӑпӑр. Кайран вара лайӑх сӑвӑсем итлӗпӗр.
Сергей Александрович хӑйӗн ҫӗнӗ «Болит ребро, не ставшее тобой» кӗнекипе паллаштарӗ.
Ҫапла вара, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (Ленин пр., 15-мӗш ҫурт) юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15:00 сехетре тӗл пулатпӑр!
Пырӑр! Интереслӗ пулӗ!
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 87 арҫын патне палламан ҫынсем темиҫе хут та шӑнкӑравласа счечӗ ҫинчи укҫи-тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла пӗр эрне тапӑннӑ ӑна.
Ватӑскер укҫана куҫарас тесе 3 ҫыхӑну салонне терминалпа усӑ курма килнӗ. Виҫҫӗшӗнче те унта ӗҫлекенсем ӑна ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ – ку итлемен. Арҫын кайран Канашри ҫыхӑну салонне ҫитнӗ. Терминал патӗнче тӑпӑртатса тӑраканскере салон ӗҫченӗ пулӑшма пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫын телефонпа мӗн калаҫнине итленӗ те лешсем ултавҫӑ пулнине тӳрех ӑнланнӑ, арҫынна вӗсем пирки ӑнлантарма тытӑннӑ. Тӑвай районӗн арҫынни каллех итлемен. Кун хыҫҫӑн салон ӗҫченӗ терминала сӳнтерсе хунӑ. Ҫапла вӑл ватӑ ҫынна ултавҫӑсен серепине лекесрен сыхланӑ.
Ҫак ҫыхӑну салонӗсен ӗҫченӗсене ШӖМӗн Канашри уйрӑмӗн тав хучӗпе чысланӑ.
Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ.
Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.
ЧР Строительство министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл унччен Канаш администрацийӗнче вӑй хунӑ. Министр ҫумӗ Екатерина Филиппова пулса тӑнӑ.
Екатерина Филиппова – 40 ҫулта. Вӑл Канаш администрацийӗнче йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Строительство министерствинче вӑл ЖКХ тытӑмне ертсе пырӗ.
Хальхи вӑхӑтра строительство министрӗн Михаил Коледан /вӑл та ку пукана нумаях пулмасть йышӑннӑ/ тӑватӑ ҫум: Владимир Максимов, Алена Протасевич, Алена Александрина, Екатерина Филиппова. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ӗҫрен кайнӑ. Халӗ вӑл – «Чӑвашэнерго» пуҫлӑхӗ.
Канашри «Сушистик» кафере апатланнӑ хыҫҫӑн 4 аслӑ ӳсӗмри ҫын тата 6 ача пульницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем пурин те пыршӑлӑх инфекцийӗ пулнине палӑртнӑ.
Мӗн ҫинӗ вӗсем? Роспотребнадзор пӗлтермен. Ведомство кафене вӑхӑтлӑха хупнӑ. Халӗ эпидтӗрӗслев пырать.
Палӑртмалла: Канашра «Сушистик» кафе икӗ ҫӗрте пур. Республикипе вара - пӗтӗмпе 11.
Паян кӑнтӑрла Канашри Ленин урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра 3 ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Телее, пурте чӗрӗ.
Ачасем - 5-ре,7-ре тата тата 13 ҫулти. Кӑнтӑрла ашшӗ киле килнӗ те газ шӑрши кӗнине туйнӑ. Кӑштахран ачасем пуҫ ыратма пуҫлани пирки каланӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хваттерте газ колонки ӗҫлет, пластик чӳречесем ҫинче сывлӑш кӗмелли клапан ҫук, вентиляци лайӑх ӗҫлемен.
Инкек хыҫҫӑн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ.
Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 19 сехетре Канашра хоппер йышши тӑхӑр вакун рельсран тухса кайнӑ. Ку, ахӑртнех, тиев ӗҫӗсене тӗрӗс мар йӗркеленипе пулса тухнӑ.
Станци ертӳлӗхӗ вакунсем рельсран тухса кайнине вӑрттӑнлӑхра хӑварма шутланӑ. Анчах тепӗр ирхине вырӑна вакунсене тӑратма пулӑшакан пуйӑс чӗнсе илнӗ. Ҫавна май ку пулӑм пирки ыттисем те пӗлнӗ.
Вырӑна транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи ҫитнӗ. Ведомство ӗҫ-пуҫа тишкерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |