Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет.
Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ.
Ҫил-тӑмана пула тӳлевлӗ М-12 ҫула вӑхӑлӑха хупнӑ. Анчах веҫех мар.
Паян ирхине «Автодор» хыпарланӑ тӑрӑх, М-12 ҫинче Тутарстан еннелле каякан ҫула хупнӑ.
«684-836-мӗш ҫухрӑмсенче (Канаш - Шали) машинӑсене яман», - ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» пресс-служби.
Канаш хулинче тӳнсе кайнӑ автокран рабочие суранлатнӑ. Следстви ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тимӗр-тӑмӑртан япаласем туса кӑларакан предприятире пулнӑ. Кран ӗҫленӗ чухне тӳнсе кайнӑ, вӑл йӑтма пуҫланӑ тимӗр листа предприяти водителӗ ҫине ӳкнӗ. Ҫапла ку унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Халӗ следовтельсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Канаш хулинче пурӑнакан Владимир Рожков ӗнер 100 ҫул тултарнӑ. Владимир Васильевич - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ӑна саламлама Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр директорӗ Наталия Иванова та ҫитнӗ. Ветерана Ҫӗнӗ ҫулпа та саламланӑ.
Юбиляр патне РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн салам ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Чӑваш Ен Правительствинчен те парнесем пулнӑ.
Канаш патӗнче «Мерседес» автомбиле пула ултӑ ҫн аманнӑ.
Инкек ӗнер, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче Канаш хулипе «Маяк» чарӑну хушшинче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседесӑн» 30 ҫулти водителӗ хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса вкайнӑ май ҫула май «УАЗ» автомобиле пырса лекнӗ, ҫӑкӑр турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ, ун хыҫҫӑн машинсем ҫине «Гранта» автомбиль пырса кӗнӗ.
Инкекре ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Канаш хулинче ҫӗнӗ арт-объект пур. Ӑна ҫак хуларах пурӑнакан Владимир Матвеев хатӗрленӗ. Ку хыпара Канашри патшалӑх службин тата управленийӗн лицейӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Владимир Ильич – 2-мӗш класри Кирилӑн ашшӗ.
Ку арт-объект – Юр кӳлепе. Ӑна тимӗртен хатӗрленӗ. Юр кӳлепене Канаш администрацийӗ умӗнче Ленин палӑкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре хуҫасӑр йытӑсем валли тата тепӗр приют уҫӑлӗ.
Асӑннӗ чӗр чунсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне те ҫӑхавлакансем йышлӑ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 1000 ытла ҫыру ҫырнӑ. Пуринчен ытла ун пек ҫырусем Канашран, Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ.
Ҫӗмӗрле уҫма палӑртнӑ приют пирӗн республикӑра шучӗпе виҫҫӗмӗш пулӗ. Унта хуҫасӑр 150-а яхн йытта усрама май килӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн.
Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ.
Канашра хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана Виталий Михайлов йышӑннӑ. Вӑл ку тивӗҫӗ ӗнертенпе, раштавӑн 12-мӗшӗнченпе, пурнӑҫлать.
Виталий Михайлов – 47 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Канаш хулин администрацине ертсе пынӑ.
Сӑмах май, кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Шупашкарта конкурс – раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |