Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑл упӑшкипе 71 ҫул пурӑннӑ, ҫак кунсенче вара 96 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Галерия Пузырева пирки.
Галерия Александровна Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 17 ҫулта вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран участокри пульницӑра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑ 40 ытла ҫул СМП-541 организацире тӑрӑшнӑ, унта штукатур-маляр пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ – 44 ҫул. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.
Упӑшкипе Кузьма Петровичпа пӗрле вӗсем тӑватӑ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑрӑм ӗмӗрлӗ Галерия Александровна ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.
