Полицейскисем ҫуран ҫӳрекен ҫынна таптаса кайма пултарнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Йӗрке хуралӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Йӗпреҫре ҫынна таптаса кайнӑ.
Полицейскисем шыракан ҫын Виктор Николаевич Григорьев ятлӑ. Вӑл 1981 ҫулта ҫуралнӑ.
Полицейскисен версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Йӗпреҫри Интернационалист салтаксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт умӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн урапине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра пулнӑ. Суранланнӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Виктор Григорьев ӑҫта пулнине пӗлекенсене полицейскисем 8 (83538) 2-12-83 е 020 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ӗлӗкрех кире пуканӗ йӑтассипе ирттернӗ республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене пуринчен ытларах Елчӗк, Канаш тата Патӑрьел районӗсен атлечӗсем йышӑннӑ тесе пӗлтерет Петр Сидоров. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланнӑранпа вара Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнчи пӑхаттирсем савӑнтарма пуҫланӑ.
Европӑри тата ҫӗршыври турнирсенче ҫӗнтерсе Владимир Петров тӗнче спорт мастерӗн, Артем Васильев, Александр Семеновпа унӑн мӑшӑрӗ Люба Эллина, Джанита Павлова, Марина Федорова тата Андрей Кузьмин Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче виҫӗ ҫул каялла ҫирӗм районти пӑхаттирсем Чӑваш Енри ял спорт вӑййисенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ. Пӗлтӗр вара «Патварӑн» залӗнче хамӑр республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи 200 ытла атлет «Хыпар» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI турнирта тупӑшнӑ.
Паян — Йӗпреҫре тимӗр вӑййине юратакансен черетлӗ пысӑк уявӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн, Раҫҫей спорт мастерӗн Юрий Поповӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн республикӑри уҫӑ турнир иртет.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ.
Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар.
Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова тӑванӗсемпе, ентешӗсемпе сӗтел хушшине ларса 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, социаллӑ хӳтӗлев пайӗн пуҫлӑхӗ Римма Июдина, Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Надежда Ефремова кинемее РФ Президенчӗ саламне памашкӑн килнӗ.
Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулта вӑл Хыркасси каччипе Григорий Филипповичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 8 ача ӳстернӗ.
Ефросиния Филиппова вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑн колхоз хирӗсенче мӗн тери йывӑр пулнине паян та лайӑх астӑвать. Вӑл II, III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ. Тӗнчен икӗ вӑрҫине курнӑ кинемейӗн упӑшкине, ултӑ ачине пытарма тивнӗ.
Халӗ 100 ҫулти кинемейӗн 23 мӑнук, вӗсен 12 ачи. Нумаях пулмасть вал кил-тӗрӗшри ӗҫсене хӑех тунӑ. Халӗ вӑл хӗрӗ Раиса патӗнче Йӗпреҫре пурӑнать.
«Чӑваш Ен, санпа мухтанатӑп!» мероприятисен ярӑмӗпе килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче уҫа тӳпе айӗнчи этнографи музейне экскурсие кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫри тӗп вулавӑш Республика кунне халалласа йӗркеленӗ.
Экскурсие «Цветовод», «Поиск» клубсен пайташӗсем, Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем кайнӑ. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тата ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресчен ҫурчӗсене, ҫил арманне, икӗ хутлӑ ампара пӑхса ҫаврӑннӑ, «юрату кӗперне» ҫитнӗ.
Музей ӗҫченӗсем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнчи куҫса ҫӳрекен «Живопиҫӗн ача-пӑча сӑнарӗсем» куравпа паллаштарнӑ.
Эскурсантсене уйрӑмах Вӑрнар районӗнчи «Вӗтӗ шӑрҫаран — асамлӑх» курав япалисем килӗшнӗ. Унта Наталия Сергеевӑн ӗҫӗсем пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсем чылай ҫынна тыткӑнланӑ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Енӗн прокуратура тытӑмӗнче прокурорсене вырӑнпа ылмаштарнӑ. Ку вӑл йӑлана кӗнӗ процедура пулнӑран тем тӗлӗнмеллиех ҫук. Аса илтеретпӗр, прокурора ҫӗршывӑн генпрокурорӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Куславкка районӗн прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Петр Филиппова Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ. Унччен ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ Александр Зотова Куславкка район прокурорне лартнӑ.
Петр Филиппов 1962 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче вӑл Ҫӗрпӳ район прокурорӗн пулӑшуҫинче, тӗпчевҫӗре тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӑна Куславкка район прокуорорне лартнӑ.
Александр Зотов 1970 ҫулта Йӗпреҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1996 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗ те, ШӖМ органӗсенчи преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен пайра аслӑ прокурорта та, прокуратура органӗсенче преступленисене тӗпчекен пайра та ӗҫленӗ.
РФ ШӖМӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрӑмӗ 1959 ҫулта ҫуралнӑ Александр Аркадьевич Арсентьева шырать. Ҫук, преступник мар вӑл.
Александр Арсентьев Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчен хӑй тӗллӗн тухса тарнӑ. Халӗ вӑл ӑҫта иккенни паллӑ мар. Ку ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Александр Аркадьевич Арсентьев 185 сантиметр ҫӳллӗш. Кӗлетки начаркка, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм, шакла вырӑн пур.
Вӑл куртка, симӗс тӗслӗ шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫне ҫыхнӑ хура шапка тӑхӑннӑ, уринче — хура атӑ.
Александр Арсентьева курнисене, вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 8(835-38) 2-12-83 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е 02 телефонпа шӑнкӑравламалла.
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Йӗпреҫри спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ Александр Васильев триатлон енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Александр Васильев 16 ҫулта. Апла пулин те ҫамрӑк спортсмен ӑсталӑхӗпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Хӗллехи триатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗн финалӗ Ижевск хулинче пулнӑ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, классика триатлонӗпе танлаштарсан, хӗллехи тӗсӗнче ишессине йӗлтӗрпе тупӑшса чупассипе ылмаштарнӑ.
Пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче Раҫҫей первенствин призерӗ Александр Васильев чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑксен хушшинче Раҫҫей Кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, Александр Йӗпреҫри спорт шкулӗнчен вӗренсе тухсан Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищине вӗренме кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |