Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗнче япӑх пурӑнакан ҫемьесенче рейд иртнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ятарлӑ комисси пӗр ҫемьере амӑшӗ ачана ӳсӗр арҫынсемпе хӑварнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн чухне ача пиҫсе кайнӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе ачине Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.
Ятарлӑ комисси Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗнчи 5 ҫемьене те ҫитсе курнӑ. Кунта, телее, япӑх тӗслӗхсем тупса палӑртман.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Йӗпреҫ поселокӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ялӗнче тата Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче геологсем шыв шыраҫҫӗ. Резерв ҫӑлкуҫ ӗҫмелли, ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли пулӗ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.
Кӑҫал геологсем «Пӑва» тата «Кире» шырав участокӗсенче 5 картировлӑ тата 3 шырав скважини чавнӑ. Ҫапла майпа вӗсем 23-28 метр тата 60-63,5 метр тарӑнӑшӗнче ҫӗр айӗнчи шыв тупнӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын киле часах таврӑнаймӗ – суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 20 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче хайхискер 30 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлса «ӗҫленӗ» (теприн тӗлӗшпе уйрӑм производство уҫнӑ, вӑл следствипе ӗҫлеме киклӗшнӗ). Вӗсем эрех ӗҫмешкӗн укҫа илме 74 ҫулти хӗрарӑмӑн килне кӗнӗ, ӑна хӗненӗ. Унтан икӗ телефон йӑкӑртнӑ, хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ. Ватӑскер 750 тенкӗ кӑларса панӑ, анчах ку лешсене ҫитмен – каллех ыйтнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе вӗсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Арҫынсем ку вӗсемшӗн япӑх вӗҫленӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӗрарӑма вӗлерме шут тытнӑ. Малтан вӗсем ватӑскере ҫиппе пӑвма тытӑннӑ, анчах татӑлса кайнӑ. Унтан 43-ри арҫын хачӑ илнӗ те ӑна мӑйӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӗрарӑм виллине пӗлӗшӗ темиҫе сехетрен курнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем кинемейрен йӑкӑртнӑ телефонсене кӑмакара ҫунтарнӑ, анчах кӑмрӑк ашӗнче пайӗсене тупнӑ. Хваттерте вӑрланӑ укҫан пӗр пайӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем.
Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ.
Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ.
Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В.
Шӑмаршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче пӗр хӗрарӑм, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, пӗчченех пурӑннӑ. Шел те, унӑн инкек тӳсме тивнӗ – хӗрарӑм пушарта ҫунса вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Пӑчӑрлӑ Пашьелте йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, ватӑ хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен тухайман. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унӑн виллине тупнӑ.
Халӗ ҫалӑм мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Сӑмах май, ҫав кунах Йӗпреҫ поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан икӗ пӳрте сыхласа хӑварнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗш каҫхине, Йӗпреҫре паркри йывӑҫ ҫунма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне ҫулӑмпа кӗрешекенсем васкавлӑн ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем вӑрах пуҫтахланма ирӗк паман — сӳнтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ӗнерех Комсомольскинче пушар тухнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, ҫурт-йӗр ҫунман. Машина сиенленнӗ. Канаш урамӗнчи «ВАЗ-2104» автомобиль хыпса илни пирки пушар сӳнтерекенсене ирхи 9 сехет те 44 минутра хыпарланӑ. Транспорт «Мир продуктов» (чӑв. Апат-ҫимӗҫ тӗнчи) лавккана хирӗҫ ларнӑ. Пушар мӗн сӑлтавпа алхаснине специалистсем тӗпчесе пӗлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пушарсенче никам та вилмен.
Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗртен-пӗр ывӑлне ҫухатнӑ. Канашра кун кунлакан 34 ҫулти арҫын «Пӑва- Йӗпреҫ» чукун ҫул ҫинче тӑнӑ, хӑлхине наушник чикнӗ. Вӑл ҫывхаракан пуйӑс сассине илтмен. Инкекрен пӑрӑнма май килмен – пуйӑс ӑна лекнӗ. Арҫын йывӑр суранӗсене пула пульницӑра вилнӗ.
Чӑваш транспорт прокурорӗ амӑшӗн прависене хӳтӗлесе тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокурор пӗртен-пӗр ывӑлне ӗмӗрлӗхе ҫухатнӑ хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ.
Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей чукун ҫулӗн хӗрарӑма 50 пин тенкӗ тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ывӑлне пытарнӑ чухнехи тӑкака саплаштармалла.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |