Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинче «Ҫулталӑк воспитателӗ» район шайӗнчи конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ йӗркеленӗ.
Пушӑн 25-мӗшӗнче конкурса хутшӑннӑ виҫӗ воспитатель пултарулӑх хӑтлавне кӗртнӗ опыта ачасемпе кӑтартнӑ.
Район шайӗнчи конкурс пуш уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кун хыҫҫӑн йӗркелӳ комитечӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
Кӑҫал Йӗпреҫ районӗнче чи маттур воспитатель ятне кам тивӗҫнӗ-ха? Вӑл — «Асамат кӗперӗ» ача пахчинче воспитательре тӑрӑшакан Алёна Аркадьевна Низинькова.
2-мӗш вырӑна Йӗпреҫри «Хӗвел» ача пахчинчи воспитатель Кира Николаевна Криушина тивӗҫнӗ.
3-мӗш вырӑна вара Йӗпреҫри «Пилеш» ача пахчинчи воспитатель Анна Владимировна Пермалова тухнӑ.
Ҫапла майпа Алёна Низинькова республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Ен воспитателӗ — 2015» конкурсра Йӗпреҫ район чысне хӳтӗлӗ.
Сӑнсем (7)
Кӗҫех Совет Союзӗ фашистла Германие парӑнтарнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май республикӑри район-хуласем ӑна паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, паттӑр ентешӗсене сума суса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсенче акӑ «Фильмсем пулса тӑнӑ кӗнекесем» видео-марафон иртет. Марафон районти тӗп вулавӑшра «Чӑн-чӑн пулни ҫинчен хывнӑ повеҫ» видео сехечӗпе пуҫланнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне, летчика Алексей Петрович Маресьева халалланӑ.
«Чӑн-чӑн ҫинчен хывнӑ повеҫ» фильма чӑн пулнӑ фактсемпе усӑ курса ӳкернӗ. Унта Алексей Маресьев летчик истребителӗн кун-ҫулне ҫутатнӑ. Оккупаци территоринче виҫӗ хут ҫапса антарнӑ ӑна, вӑл юр хӳсе лартнӑ вӑрмансемпе виҫӗ эрне ҫӳренӗ, унтан тин партизансем патне тухнӑ. Икӗ урине ҫухатсан та Маресьев паттӑрлӑх кӑтартма пӑрахман. Вӑл каллех самолет штурвалӗ умне ларнӑ, тӑшмана аркатнӑ.
Йӗпреҫсем Маресьева хӑйсен ентешӗ вырӑннӗ йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аманнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче вӗҫме вӗреннӗ.
Фильм курнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем унӑн паттӑрлӑхӗ пирки чылайччен калаҫнӑ. Мероприятире «Маресьев — легендӑна кӗрсе юлнӑ ҫын» курав йӗркеленӗ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫа, Йӗпреҫ райповӗн тата Шупашкарти суту-илӳ точкин ӗҫченӗсене правительство кӑларман пичет кӑларӑмӗсене сентресем ҫинчен илме хытарса каланӑ-мӗн.
«АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ райповӗн ӗҫченӗсем раштавӑн 24-мӗшӗнче виҫӗ кӑларӑма — «АиФ-Чӑваш Ен», «Верси», «МК в Чебоксарах» — сутлӑха илме хирӗҫ пулнӑ. Кунашкал лару-тӑру Шупашкарти «Южанка» лавккара та-мӗн.
Сутлӑха илме пӑрахнӑ-ха, анчах килӗшӗве ҫитес ҫул валли те алӑ пуснӑ-мӗн. Ку кӑна мар, кун пирки вӗсен икӗ эрне маларах пӗлтермелле пулнӑ-ҫке. «АиФ-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, уведомлени яман вӗсем.
Йӗпреҫ райповӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак лару-тӑрӑва ЧР Экономика министерстви хушнӑ. Патӑрьел районӗнчи усламҫа район администрацийӗн пӗр ӗҫченӗ асӑрхаттарнӑ-мӗн. «Южанка» лавккана ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫак кӑларӑмсене сентерсем ҫинчен илме сӗннӗ иккен.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Леонид Якобовичӑн «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» черетлӗ телекӑларӑмӗ эфира тухрӗ. Унта Чӑваш Енри ҫынсем те хӑш чухне хутшӑнаҫҫӗ.
Хальхинче телекӑларӑма Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Маргарита Богатырёва ҫитнӗ. Вӑл финала тухайман, анчах… Ентешӗмӗре хаклӑ парнепе кӗтмен ҫӗртен савӑнтарнӑ.
Ку — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне. Кӑларӑмра конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Конкурс ҫӗнтерӳҫи Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ поселокӗнчи Маргарита Евгеньевна Богатырёва пулӗ!» — пӗлтернӗ кӑларӑм вӗҫӗнче.
Ентешӗмӗр савӑннипе куҫҫульленнӗ те. Ара, ӑна Мускавра хваттер туянмалли 5 миллионлӑх сертификат тыттарнӑ-ҫке-ха.
Кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансен пӗртен пӗр тӗллевӗ — ҫын ретлӗ пурӑнасси. Йӗпреҫри 34 хваттерлӗ ҫурта пурӑнма куҫнисен савӑнӑҫӗ капашсӑр пысӑкки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хваттер уҫҫине вӗсене ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫуртри хӑтлӑ хваттерте пурӑнма телей пӳрнисене хваттер уҫҫисене вырӑнти пуҫлӑхсем те саламланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров ҫынсене кивӗ те ишӗлекен ҫуртран куҫарас программа районта малалла тӑсӑлнине пӗлтренӗ. Килес ҫул Сельхозтехника текен урамра тепӗр ҫурт хӑпартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнисен хӑйсен ҫӗнӗ килне упрасси, ӑна таса та типтерлӗ тытма тӑрӑшасси кӑна юлать.
Сӑнсем (53)
«Литобраз» литературӑпа тишкерӳ порталӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сӑмахӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна кӑҫал ака-ҫу уйӑхӗсенче ирттернӗ.
Конкурса хутшӑнакансен Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем, ҫар ҫыннисем, геройсем, салтаксем пирки сӑвӑлла е прозӑлла ҫырмалла пулнӑ.
Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта 7-мӗш «б» класра вӗренекен Елена Солдатова конкурса хӑй шӑрҫаланӑ сӑвва ярса панӑ. Савӑнмалла — Елена ҫӗнтернӗ!
Елена Солдатовӑн «Ҫамрӑк герой» сӑввине «Литобраз» электронлӑ журналӑн 3-мӗш кӑларӑмӗнче пичетленӗ. Пирӗн ентеше ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе тата хаклӑ парнепе — электронлӑ кӗнекепе — чысланӑ.
Йӗпреҫре юсав хыҫҫӑн ача пахчи уҫӑлнӑ. 300 ытла ача ҫакна ҫур ҫул кӗтнӗ.
«Асамат кӗперӗ» ача пахчине 1985 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна юсаман. Тӑрри тата умӗ питӗ кивелнӗ, шалта та юсав ӗҫӗсем кирлӗ пулнӑ. Республика хыснинчен ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ача пахчине юсамашкӑн ҫӗртме уйӑхӗнче хупнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. Ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе улӑштарма та тивнӗ: сметӑна тата проекта ылмаштарнӑ. Ҫапах строительсем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫленӗ.
Юсав вӑхӑтӗнче ачасен урӑх ача пахчисене вырнаҫтарма тивнӗ. Хӑшӗ-пӗрин килте ларнӑ. Ҫӗнелнӗ ача пахчи вара пурне те савӑнтарнӑ: ҫӗнӗ тӑрӑ, умӗ, чӳречесене те ылмаштарнӑ.
Ачасем те тӑван ҫурта таврӑнма хавас пулнӑ. Унта Йӗпреҫрен тата ҫывӑхри ялсенчен 320 ача ҫӳрет.
Этем кӑна мар, предприяти-учреждени те юбилей паллӑ туни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Йӗпреҫри тӗп район вулавӑшне уҫнӑранпа тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява районти библиотекарьсем, вулавӑш ӗҫӗнче тӑрӑшнисем, вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытакансем, вулакансем пуҫтарӑннӑ.
Библиотекӑн ертӳҫи Надежда Шибалова культура ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ май вулавӑша аталантарма тӳпе хывнисене аса илсе вӗсене тав тунӑ. Кун-ҫула аса илме ятарласа хатӗрленӗ капӑр слайд та пулӑшнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев вулавӑша ача-пӑча кӗнекисене парнеленӗ. 90 ҫул тултарнӑ вулавӑша саламланӑ ытти тӳре-шараран Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхне Вячеслав Анисимова палӑртмалла. Кирек епле уяври пекех юрӑ-ташӑпа саламлакансем те пулнӑ.
Сӑнсем (81)
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулнине пӗлтерет. Кӑҫал икӗ культура учрежденийӗ — Шупашкарти художество училищи тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи — хӑйсен юбилейне палӑртнине аса илтерет.
Ӳнер ӗҫченӗсем хула ҫыннисем валли ҫӗнӗ проектсем хатӗрленине те палӑртнӑ. Асӑннӑ район администрацийӗпе «Ровесник» культура ҫурчӗ «Сывлӑх ташши» тата «Ача-пӑча Акатуйӗ» проектсем шухӑшласа кӑларнӑ. «Радуга» культурӑпа курав центрӗ «Пӗтӗм ҫемье валли халӑх теттисем» проекта пурнӑҫа кӗртет. Унта ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте, открытка тата ытти хатӗрлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть тата тепӗр ҫӗнӗлӗх хута янӑ. «Салют» культура керменӗнче «Европа театрӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Паян унта нимӗҫле тата хрантсусла лартнӑ спектакльсем кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти шкулсенчи тата Елчӗкри вӑтам шкулти, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулти ачасем хутшӑннӑ-мӗн. Проектӑн партнерӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ.
Сӑнсем (3)
Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасене патшалӑхӑн ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнӑ. Чӗрӗ-сывӑ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинче ачасем хӑр тӑлӑх ӳснине йышӑнма питех те йывӑр. Анчах, мӗн тӑвӑн, куккук-амӑшӗсемпе ашшӗсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ҫке...
Йӗпреҫре те тӑлӑхсем пур. Вӗсем валли хваттер тума тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн ҫурринче район администрацийӗ конкурс ирттернӗ хыҫҫӑн пӗр строительство организацийӗпе килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 15 хваттерлӗ нумай хваттерлӗ ҫурта тума 6 миллион тенкӗ ытла тухса каять. Вӑл ҫурт Мир урамӗнче пулӗ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вырӑнтисем ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пулса пынине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ пӗрремӗш хута туса пӗтерессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑнсем (8)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |