Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.02.2017 16:38 | 2746 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑй кӑларса тӑракан ӑслӑлӑх журналӑн черетлӗ номерне вулакан патне ҫитерчӗ.

«Чувашский гуманитарный вестник» (чӑв. Чӑваш гуманитари хыпарҫи) журналӑн 11-мӗш номерӗнче кӑсӑклӑ статья сахал мар. Вулакан кунта «авалхи мӑкшӑ культурин» Анат Сӑр тӑрӑхӗнчи уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултарать. Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ. Истори пайӗнче атӑлҫи пӑлхарсен пурнӑҫне те тӗпченӗ — ку тӑрӑха килнӗ хыҫҫӑн вӗсен право йӗрки мӗнле улшӑннине ҫутатнӑ.

Ку кӑларӑмра мӑшӑрлану йӑлипе ҫыхӑннӑ статьясем пур. Александр Кобзев ӑсчах Чӗмпӗр кӗпернийӗнчи чӑвашсем 1879-1918 ҫулсенче хӑйсен пулас мӑшӑрӗсене ӑҫта тата мӗнле тупнине ҫырса кӑтартнӑ. Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра тӑван чӗлхене халалланӑ тӗпчев те пур — Эдуард Лебедев статйинче вулакан пирӗн чӗлхери ӗҫхӗл вӑхӑчӗсемпе (вӑхӑт формисемпе) тӗплӗнрех паллашма пултарать.

«Чувашский гуманитарный вестник» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 2006-мӗш ҫулта кун курнӑ. «Хыпарҫӑ» ҫулталӑкра пӗрре тухать, археологи, ӳнер пӗлӗвӗ, истори, право пӗлӗвӗ, социологи, чӗлхе пӗлӗвӗ, экономика, этнологи ыйтӑвӗсене ҫутатать. Авторӗсем — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑсчахӗсем ҫеҫ мар, ҫӗршыв тулашӗнчи тӗпчевҫӗсем те. Журнала туянас тесен институтпа ҫыхӑнмалла.

#ЧПГӐИ, #ӑслӑлӑх, #кӗнекесем, #йӑла-йӗрке, #тӗпчевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем