Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.02.2017 07:57 | 2006 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ;

Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ;

Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр;

Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр;

Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр;

Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр;

Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр;

Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр;

Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Йӗпреҫри пӗремӗке Элтепер мӗншӗн хурланине уҫӑмлатрӑмӑр.

Ку эрнере пирӗн хыпарсене вуласа эсир ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн депутачӗ ҫивӗч ҫӗҫӗпе кама инкек кӑтартнине, ашшӗ-амӑшне мӗншӗн ППЭ тыттарассине, Европӑри суд Шупашкар ҫыннине мӗншӗн хӳтӗленине, Шупашкарти кӗпере мӗнле эрешпе капӑрлатма шутланине тата Владимир Синяев режиссёр мӗнле ҫӗнӗ фильм экран ҫине кӑларнине пӗлме пултартӑр.

Эрнене пӗтӗмлетсе вара ӑна «Ҫӗнӗ фильмсем тата кӗперсем» ят пама пулать тесе шутлатпӑр.

#чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #кӗперсем, #Йӗпреҫ, #апат-ҫимӗҫ, #юбилейсем, #фильмсем, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем