Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Персона: Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫулталӑк ҫыннине суйлать!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.12.2013 21:05 | 3472 хут пӑхнӑ
Персона

Эпир пӗрремӗш хут ҫулталӑк ҫыннине суйлас терӗмӗр. Ку ӗҫе пӗрремӗш хут йӗркеленине кура пӗтӗмӗшле сасӑлав ирттерес терӗмӗр — чӑвашлӑхшӑн тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакансене те асӑнтӑмӑр, ура хураканнисене те. Тӳрех темиҫе ҫыншӑн сасӑлама юрать. Эсир суйланӑ ҫынна кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӑпӑр.

Кандидатсене суйланӑ чухне эпир Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫутатнӑ хыпарсене тӗпе хутӑмӑр. Тен, ку йыша кӗмен ҫынсем те ҫак ҫулталӑк тӑршшӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ пулӗ, анчах та эпир ҫутатманнине пула вӗсем пирки пӗлместпӗр. Тепӗр тесен ыттисене сӗнме те пултаратӑр — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр, эсир сӗнекен ҫын мӗнле пысӑк ӗҫ тунине пӗлтерме ан манӑр, тата ҫакӑн ҫинчен хыпарлакан каҫӑ ярса парӑр. Тӳрех асӑрхаттаратпӑр, Николай Плотникова сӗнме кирлӗ мар (сасӑлав чӑнлӑха кӑтартаймасса пултарӗ). Маларах пӗлтерсен сирӗн кандидатшӑн ытларах ҫын сасӑлама пултарӗ.

Аяларах ҫулталӑк ҫынни пулма тивӗҫлисен йышне курма пултаратӑр. Вӗсене хушамат-псевдоним тӑрӑх йӗркеленӗ (сасӑлавра вӗсем яланхи пек урлӑ-пирлӗ вырнаҫнӑ /скрипт ҫапла йӗркелет/). Ячӗпе хушамачӗ хыҫҫӑн кандидата мӗнле ӗҫе пула тӑратнине кӑтартнӑ (ҫывӑх вӑхӑтра ырӑ ӗҫ пирки пӗлтерекен каҫӑсемпе пуянлатӑпӑр).

◇ Тимерша Алмантай, Сӑвар хулашӗн таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнӑшӑн (ку кандидата Тирӗр Акташ сӗннипе кӗртнӗ).

◇ Хосе Асебильо, Шупашкарӑн архитектурине йӗркелеме пулӑшнӑшӑн.

◇ Надежда Афанасьева кинемей, хӑй укҫипе Тури Хурасанти ял клубне юсанӑшӑн.

◇ Бюлент Байрам, «Улӑпа» туркӑлла куҫарнӑшӑн.

◇ Александр Белов, Маргарита Гартфельдера хӳтӗленӗшӗн.

◇ Александр Блинов, «Хавал» уйлӑха ирттернӗшӗн, «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке кӑларнӑшӑн.

◇ Вячеслав атте, этнокультура паркне йӗркеленипе килӗшменшӗн.

◇ Илле Иванов, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе айӑпланнӑшӑн.

◇ Михаил Игнатьев, хӑйӗн Ҫырӑвӗнче кил-йышра чӑвашла пуплеме чӗннӗшӗн.

◇ Татьяна Ильина, «Ҫапла пултӑр!» телекӑларӑма пуҫарса янӑшӑн. (хушни: Шел те, каҫӑ шыранӑ май ҫак кӑларӑм пӗлтӗр тухма пуҫлани курӑнчӗ, ҫавӑнпа та Татьяна Ильинан кондидатурине сасӑлавран кӑларатпӑр.)

◇ Валерий Клеменьтев, ЧНК сайтне чӑвашла тӑвас ӗҫе пуҫарнӑшӑн.

◇ Фёдор Мадуров, чӑваш тӗнӗшӗн кӗрешнӗшӗн, Атӑлҫи Пӑлхара ҫавӑрса илнӗренпе 777 ҫул ҫитнине палӑртнӑшӑн.

◇ Владислав Николаев, «Асамат & Шевле» журнала кӑларма пуҫланӑшӑн.

◇ Алексей Романов, «Вут-шу» ҫапӑҫу ӳнерне сарнӑшӑн, ятарлӑ кӗнеке кӑларнӑшӑн.

◇ Владислав Скуратов, Андроид валли чӑвашла-вырӑсла сӑмахсар ӑсталанӑшӑн.

◇ Иосиф Трер, «Чӗрӗ сӑмах» чӑвашла спектакль лартнӑшӑн.

◇ Сергей Трихалкин, Илле Иванова айӑплавлӑ пӗтӗмлетӳ тунӑшӑн.

◇ Валерий Туркай, «Нарспие» ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑшӑн.

◇ Николай Угаслов, ЧНК Президенчӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн.

◇ Артём Федоринчик, чӑваш чӗлхине тӗрлӗ вырӑнсенче сарнӑшӑн.

◇ Эдуард Фомин, «Чи хитре чӗлхе» кӗнекене кӑларнӑшӑн.

◇ Вячеслав Эткер, Ҫӗрпӳре этнокультура паркне тума пуҫланӑшӑн.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #суйлавсем

 

Ҫулталӑк ҫынни пулма кама суйламалла?

Кандидатсем пирки тӗплӗнрех кунта пӑхӑр.
Валерий Клементьев
 
59
Вячеслав Эткер
 
28
Вячеслав атте
 
7
Эдуард Фомин
 
29
Валерий Туркай
 
17
Надежда Афанасьева
 
33
Бюлент Байрам
 
16
Артём Федоринчик
 
17
Михаил Игнатьев
 
23
Хосе Асебильо
 
1
Илле Иванов
 
45
Николай Угаслов
 
38
Александр Белов
 
7
Иосиф Трер
 
16
Александр Блинов
 
29
Сергей Трихалкин
 
3
Владислав Скуратов
 
2
Тимерша Алмантай
 
103
Фёдор Мадуров
 
89
Владислав Николаев
 
29
Алексей Романов
 
10

Комментари:

tetre // 1011.83.5784
2013.12.28 19:59
Владислав Николаев
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 01:31
Эткер
Зина // 2096.40.7716
2014.01.04 21:22
Фёдор Мадурова суйласан тĕрĕсрех пуль. Вăл чăваш тĕнĕшĕн кĕрешессипе, Атăлçи Пăлхара çавăрса илнĕренпе 777 çул çитнине палăртнăшăнассипе нумай вăй хурать. Çут çаналăка,тавралăха илем кӳрессишĕн те сахал мар тăрăшать.
Нина // 8653.8.3229
2014.01.13 21:41
Эпĕ Зина шухăшĕпе килĕшетĕп. Чăнах та Ф. Мадуров çак ята тивĕç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем