Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Антракт» театрпа вӗрентӳ форумӗ иртӗ. Республика шайӗнчи ку мероприяти СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Валерий Яковлев ячӗ ҫӗршыври наци театрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ тени пӗртте ӳстерсе калани пулмасть-тӗр. Чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Мускаври ГИТИСран вӗренсе тухнӑ, артист ҫеҫ мар, режиссер пултарулӑхне те алла илнӗ ӑста 1961 ҫултанпаЧӑваш академи драма театрӗнче ӗҫленӗ.
Форума ҫӗршыври паллӑ педагогсем, критиксем тата экспертсем пуҫтарӑнӗҫ. Программӑра сцена ӑстине те аса илсе калаҫассине те пӑхса хӑварнӑ. Ӗҫтешӗсем, унӑн вӗренекенӗ пулнисем, ҫывӑх ҫыннисем иртнӗ кунсене аса илӗҫ.
Унсӑр пуҫне Валерий Яковлевӑн актер ӗҫӗсен ретроспективи те сумлӑ вырӑн йышӑнӗ.
