Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер Шупашкар хулинче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унта 1 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ: партин вырӑнсенчи 23 уйрӑмӗнчи элчисем те ҫитнӗ.
Регионти уйрӑмӗн секретарӗ пулма Сергей Артамоновах шаннӑ. Аса илтерер: вӑл унччен те ҫак должноҫех йышӑннӑ. Туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнисӗр, малалли плансене палӑртнисӗр пуҫне чыслав та пулнӑ.
Наградӑна тивӗҫнисенчен пӗри – ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева. Вӑл Хӗрарӑмсен канашӗн регинти уйрӑмне ертсе пырать. Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавне ӑнӑҫлӑ ирттерме пулӑшнӑшӑн ӑна партин тӗп канашӗн секретарӗнчен Владимир Якушевран тав хучӗ килнӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Наталья Николаева ЧР Элтеперӗн суйлавне ирттерме пулӑшнӑшӑн Общество палатин тав хутне тивӗҫнӗ.
