Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 7 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑсем каллех анлӑ сарӑлнӑ схемӑпа усӑ курнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче ун патне «мемориалсем хатӗрлекен» ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл сӑнӳкерчӗксем пӑхмалли каҫӑ ярса панӑ.
Унтан унпа «Роскомнадзор ӗҫченӗ» тата «следователь» ҫыхӑннӑ. Юлашкийӗ хӗрарӑма «ФСБпа ӗҫленине» ӗнентернӗ, ӑна ҫӗнӗ телефон илме ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана Украинӑна куҫарасран ҫӑлмалла тесе аферистсем хӗрарӑма нухрата банкран илме хушнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хӗрарӑм Санкт-Петербурга тӑванӗсем патне кайнӑ. Унта та вӑл ултавӑсем хушнине малалла пурнӑҫланӑ. Темиҫе кунра вӑл курьерсене укҫа тыттарса янӑ. Паллах, вӑл текех хӑйӗн укҫине курман.
