Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Каллех Тирада ятлӑ овчарка ырӑ ӗҫ тунӑ! Хальхинче вӑл кинемее шыраса тупма пулӑшнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тирада Шупашкар хулинче электроведосипеда шыраса тупма пулӑшнӑ. Ача ӑна ҫӳп-ҫап конейнерӗ патӗнче лартса хӑварнӑ. Ҫывӑхра пурӑнакан хӗрарӑм вӑл никама та кирлӗ мар тесе ӑна подъезда илсе кӗнӗ. Велосипеда шӑпах ҫавӑнта тупнӑ та.
Ӗнер вара Шупашкар хулинче Университет урамӗнче 75 ҫулти хӗрарӑм килтен тухнӑ та таврӑнман. Вӑл ӑс-тӑнпа арпашӑннни паллӑ. Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ.
Ӑна ҫынсем юлашки хутчен чарӑнура курнӑ. Кинологсем ҫавӑнтан шырама пуҫланӑ. Тирада кинемей йӗрне тупса йӗрке хуралҫисене 2 ҫухрӑм ертсе кайнӑ. Кӗҫех унта хӗрарӑма тупнӑ.
Вӑл хӑраса ан кайтӑр тесе малтан йытта айккинелле илсе кайнӑ. Кайран кинемее тӑванӗсем патне илсе ҫитернӗ.
