Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ухсая асра тытса пуҫтарӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.11.2026 08:45 | 32 хут пӑхнӑ
Персона
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Ухсай Яккӑве ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ.

Литературӑпа музыка каҫне кирек кам та кайса курма пултарать. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

Яков Гаврилович Ухсай (1911–1986) — чӑваш халӑх поэчӗ, чӑваш литературин классикӗ, драматург, тӑлмачӑ тата публицист.

Ухсай Яккӑвӗ М.Ю. Лермонтов, А.С. Пушкин, Н.А. Некрасов, А.В. Кольцов, Ҫеҫпӗл Мишши, Г.М. Тукай, Х.Ф. Туфан, С.Ф. Кудаш, М.М. Джалиль тата ытти автор ҫинчен те ҫырнӑ, вӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Хӑй вӑл — сӑвӑсемпе поэмӑсен, очерксемпе статьясен 70 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хайлавӗсене СССР халӑхӗсен 20 чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне тата болгари, венгри, польша, француз, чех чӗлхисене те.

Ухсай Яккӑвӗн паллӑрах кӗнекисенчен хӑшне-пӗрне ҫеҫ асӑнса хӑварар: Акӑшкӳль», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Ӗмӗт», «Кӗлпук мучи», «Тутимӗр», «Шуйттан чури», «Ту урлӑ ҫул», «Хура тӑпра»...

#ят-сум, #тӗлпулусем, #музейсем, #поэтсем, #астӑвӑм, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем