Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Бюлент Байрам ӗҫӗ-хӗлӗ пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 02.09.2013 22:55 | 1956 хут пӑхнӑ
Настя Владимирова сӑнӗ
Настя Владимирова сӑнӗ

Нумаях пулмасть массӑлӑ информаци хатӗресенче «Улӑп» чӑваш халӑх эпосне туркӑлла пичетлесе кӑларнӑ сас-хура тухрӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе вара Турцири паллӑ чӗлхеҫӗ тата фольклорист — Бюлент Байрам пурнӑҫланӑ пулнӑ имӗш. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вара республикӑри наци вулавӑшӗнче кун ҫутти курнӑ куҫарӑвӑн хӑтлавӗ иртнӗ.

Куҫарупа тата унӑн авторӗпе паллашма хӑтлава республикӑри паллӑ ӑсчахсем, чӑваш культурине аталантаракансем, литература никӗсне тытса пыракансем — Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Петӗр Яккусен, Валери Туркай — сӑвӑҫӑсем, Борис Чиндыков — ҫыравҫӑ, «Улӑп» эпоса вырӑс чӗлхи ҫине куҫаракан — Аристарх Дмитриев, Эктор Алос-и-Фонт — социолог, Николай Егоров, Виталий Родионов, Георгий Фёдоров — филологсем тата ытти чӑваш интелегенцийӗ пуҫтарӑннӑ.

Трибуна умне тухса калаҫакансен йышӗ сахал мар пулчӗ, вӗсенчен кашни Бюлент Байрам ӗҫе-хӗлӗн пысӑк тӳпине палӑртрӗ. Улӑп пирки ҫырнисене пӗр кӗнекене пӗрлештернӗ Хӗветӗр Ҫуйӑн ҫыравҫӑ ӗҫне туркӑлла куҫарни чӑннипех те республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Валери Туркай хӑйӗн калаҫӑвӗнче тӗрӗс шухӑш палӑртрӗ: «Чӑваш халӑхне юратмасӑр, халӑх чунне ӑнланмасӑр ҫак пысӑк ӗҫе пурнӑҫлама май ҫук». Бюлент Байрам калаҫӑвне, тыткалӑшне сӑнасанах вӑл пирӗн халӑха юратнине, хисепленине лайӑхах курса тӑратӑн. Республика тӗп хулине 7-мӗш хут килсе курнӑ Байрам хӑтлавра чӑвашлах хитре те таса калаҫма тӑрӑшрӗ. Хӑйне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн вӑл пурне те тав турӗ, тухса калаҫакансене кашнинех тенӗ пек турккӑ чӗлхипе тухнӑ «Улӑп» кӗнекине парнелерӗ.

Бюлент Байрам ҫак куҫарусӑр пуҫне Турци Республикинче чӑваш халӑхӑн чӗлхипе культурине халаласа темиҫе кӗнекех пичетлесе кӑларнӑ: «Чӑваш-турккӑ словарӗ» (Конья, 2007), «Чӑвашсен паттӑр халапӗсем: Улыпы» (Анкара, 2010), «Улып» эпос Сюмна Хведера» (Пӗр тӗпчев чӑвашсен «Калевале» ҫинчен) (Анкара, 2012). Ҫак кӗнекесем ӗнтӗ тепӗр хут чӑвашпа турккӑ халӑхӗсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа культура ҫыхӑвӗсем тачӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Ҫынсем умне тухса калаҫма кӑмӑл тунӑ Илле Иванов та Бюлент Байрам ӗҫӗ-хӗлне мухтарӗ, пултаруллӑ фольклориста тепӗр ҫул Литература тата культура енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунӑшӑн республикӑри патшалӑх премине илекенсен кандидачӗсем шутне кӗртме сӗнчӗ. Залри халӑх та ҫак шухӑша ырларӗ. Унсӑр пурнӑҫне Илле Иванов пирӗн халӑхӑн ӗҫсӗрлӗхне палӑртса хӑварчӗ. «Мӗншӗн ытти ҫӗршывсем пирӗн халӑх культурипе, литературипе кӑсӑкланаҫҫӗ, эпир вара вӗсенне тӗпчеместпӗр?» — ыйтрӗ журналист. Тӗрӗк халӑхлӑ ҫӗршывсен вӗренӳ учрежденийӗсене тӳлевсӗр вӗренме майсем пур пулин те, пирӗн халӑх ку тупӑшпа усӑ курманнине те палӑртса хӑварчӗ Иванов. Ку шухӑша Бюлент Байрам та ҫирӗплетрӗ.

Бюлент Байрӑмӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла. Ӑна мухтанӑ пек, пирӗн ӑсчахсене те ытти ҫӗршывсенче ҫапла мухтамалла пултӑрччӗ.

#вулавӑшсем, #чӑваш чӗлхи, #Турци, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ

 

Комментари:

Agabazar // 1149.72.5568
2013.09.02 23:24
Agabazar
Сăн çинче Кураков профессор та çук мар-и?
О.Сăрнай // 1566.40.0005
2013.09.02 23:57
"Этем ырă ĕçĕпе" теççĕ те, чăвашсем вара "пӳрнене хускасанах" хăйсен мăнаçлăхĕпе мухтанма тытăнаççĕ. хăйсем тунă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ вара чĕрне хурипе те танлашмасть.
О.Сăрнай // 1566.40.0005
2013.09.03 00:03
Çак ангелнас автора пит мухтас килет. лайăх журналист. Наци ыйтăвĕ тавра анлă шухăшлать, пĕрре мар сăнанă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем