Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра лавкка хуҫин куравӗ уҫӑлнӑ. Асӑннӑ курав лавккапа паллаштармасть-ха. Унта тӗрленӗ ӳкерчӗксен ытарайми, пӑхса ытарайми илемӗпе паллашма пулать. Ҫав ӗҫсен авторӗ — Марина Егорова.
Марина Егорова вӑрлах сутакан лавкка хуҫи. Усламҫӑ пушӑ вӑхӑтра та ахаль ларма пӗлмест, вӑл алла йӗппе ҫип илет те тӗрлеме тытӑнать. Чӑн-чӑн тӗрӗ ӑстин, ылтӑн алӑлла хӗрарӑмӑн ӗҫӗсем чӑниипех ҫыпӑҫуллӑ пулса тухаҫҫӗ. Ун пек ӳкерчӗксем кирек епле киле те илемлетме пултараҫҫӗ.
Хӑйӗн ӗҫӗсенче Марина Егорова хӗллехи сӑна та, ҫуллахи илеме те, савӑк ҫуркуннепе тулӑх кӗркуннене те кӑтартса парать.
Куравра пулса курнӑ Трак ен ҫыннисем ӑстан картинисене питех те ырлаҫҫӗ, тӗлӗннине пытармаҫҫӗ.
