Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗсем ӗнер, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче. гастрольпе тухса кайнӑ. Хальхинче ытла аякка мар, кӳршӗллӗ Тутарстан республикине. Унта паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, вӗсем икӗ спектакль кӑтартӗҫ.
Театр «Контактра» халӑх тетелӗнче ҫырса пӗлтернӗ кӗске хыпарта спектакле ӑҫта кӑтартассине ҫырман, ҫӑвӑнпа эпир те пӗлместпӗр. Тутарстанра чӑваш артисчӗсем «Весёлые уроки ОБЖ» тата «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» спектакльсем кӑтартӗҫ.
«Пӗртен-пӗр шанӑҫ» камите Михаил Задорновӑн тата Сергея Фоминӑн «Последняя попытка» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Спектакле Алексей Герасимов режиссёр хатӗрленӗ. Художникӗ — Евгений Аввакумов. Пьесӑна чӑвашла Александр Демидов куҫарнӑ.
Вырӑсла спектакле Григорий Петров режиссёр лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
