Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк ялӗнче пурӑнакан Капаровсене изумруд туйпа саламланӑ. Леонид Ивановичпа Фаина Семеновна пурнӑҫ ҫулӗпе 55 ҫул пӗрле ултаҫҫӗ.
Ку таранччен вӗсен савӑнӑҫне те, хуйхине те курмалла пулнӑ. Анчах мӗнпур йывӑрлӑха мӑшӑр пӗрле парӑнтарнӑ, сӑмахпа та, ӗҫпе те хавхалантарнӑ. «Йывӑрлӑхсем пирӗн туйӑмсене ҫирӗплетнӗ кӑна. Вӗсем пире чи кирлине вӗрентрӗҫ: кирек мӗнле лару-тӑрура та пӗр-пӗрне илтме, ӑнланма, пулӑшма», — теҫҫӗ Капаровсем.
Леонид Ивановичпа Фаина Семеновна ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗҫленӗ. Ҫемье пуҫӗ чылай ҫул Вӑрнарти ДРСУра механик пулнӑ. Кил ӑшшин управҫи ветеринари лабораторийӗнче специалистра тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшулӑхне кура вӗсене хисеп грамотисемпе пӗрре мар чысланӑ. Анчах мӑшӑршӑн унран та пахараххи – ҫирӗп ҫемье.
Капаровсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: икӗ хӗрпе пӗр ывӑл. Халӗ вара пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
