Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Тула ҫыннисем чӑвашла сӑвӑ вуласа пама пултарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.03.2026 20:53 | 39 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru

Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ «Раҫҫей чӗлхисем 2026» федераллӑ акцие хутшӑнать. Акцие хутшӑнакансене тутар е чӑваш чӗлхипе сӑвӑ вуламалла, унтан вертикаллӑ видео ҫырса халӑх тетелне вырнаҫтармалла. Вуланӑ чухне сӑввӑн куҫарӑвне е унӑн кӗске содержанине ҫырса памалла, тата мӗнле чӗлхепе вуланине палӑртмалла.

Акцие Раҫҫейри наци вулавӑшӗ, ҫав шутра Тутарстан, Дагестан, Мордва тата Чӑваш Республикисен вулавӑшӗсем, хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑ вуланӑ ролике Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗн «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи страницӑра «ЯзыкиРоссии2026» хештегпа вырнаҫтарса пырӗҫ.

Акцие «Регион 71» информаци агентстви тата «Эпир – Раҫҫей» пӗрлехи информаципе ҫут ӗҫ проектне пурнӑҫлакансем те пулӑшаҫҫӗ. Ку проект пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Акци тӗллевӗ – Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхне тата пӗр-пӗрне ӑнланнине ҫирӗплетесси.

#Раҫҫейре, #Тула облаҫӗ, #чӑваш чӗлхи, #пултарулӑх, #Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ, #вулавӑшсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tulasmi.ru/n57263.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем