Ҫитес ҫул Шупашкартан Калининграда самолётсем вӗҫме пуҫлама пултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепӗр хыпар пур.
«Икар» авиакомпани Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинчен Шупашкартан Калининграда тӳрӗ авиарейс уҫма ыйтнӑ. Вӑл пассажирсене 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен, эрнере икӗ хут турттарасшӑн иккен.
Вӗҫеве субсидилекен программӑна кӗртме ыйтса «Икарсӑр» пуҫне тата тепӗр виҫӗ авиакомпани тухнӑ:
– «Северный Ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) Сочие турттарма,
– «ЮВТ» – Нижневартовска,
– «Азимут» – Минеральные Воды тата Сургут хулисене.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пӑхса тухӗҫ, хӑш авиакомпани ҫӗнтернине 10-12 кун хушшинче пӗлтерӗҫ.