Ҫулла Шупашкартан Нижневартовска самолет вӗҫме тытӑнӗ. Унчченхи пекех «Bombardier» самолет пулӗ.
Рейса ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӗҫ. Рейс юнкунсерен ирхи 8 сехет те 30 минутра ҫула тухӗ. Самолетра 50 пассажир валли вырӑн пулӗ.
Сӑмах май, ҫак рейса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче расписанине кӗртнӗ. Каласа хӑварар: Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуллахи расписани ҫине куҫӗ.