Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Егоровсен ҫемйинче 10-мӗш ача ҫуралнӑ. Апла вӗсем «Амӑшӗ героиня» ята илме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак ята РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫирӗплетнӗ. Ҫак ята парсан ҫемьене 1 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 10 е ытларах ачана воспитани паракан вунӑ ҫемье пулнӑ. Халӗ ав Вӑрмар районӗнчи Егоровсем те ҫав йыша кӗнӗ.