Республикӑра
![]() Чӑваш Ен делегацийӗ - Чулхула облаҫӗнче. НОИЦ тунӑ сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республикӑра медиахолдинг тӑвасшӑн. Унта вун-вун массӑллӑ информаци хатӗрне кӗртме палӑртнӑ. ЧР цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, медиахолдинга районсенчи пур хаҫат та – пӗтӗмпе 26 – кӗрӗ. Министр хаҫатсене тӗнче тетелне ытларах кӑлармаллине палӑртнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен делегацийӗ Тутарстана кайса унти «Татмедиа» медиахолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Унта районсенчи, хуласенчи тата республикӑри 98 хаҫат, 14 журнал, 17 телеканал, 10 радиоканал, 79 сайт кӗрет. Кӑҫал вара Чулхула облаҫӗнчи опытпа кайса паллашнӑ. Министр шухӑшӗпе, медиахолдинг йӗркелесен федераци гранчӗсене ҫӗнсе илме ҫӑмӑлрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |