Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Максимов – Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алмуш ИВАНОВ 24.03.2021 09:18 | 2693 хут пӑхнӑ
Персона
Николай Максмов. Фото авторӑн
Николай Максмов. Фото авторӑн

Митта Ваҫлейӗн Хунтин (Фончӗн) Канашӗ 2021 ҫулшӑн Митта Ваҫлейӗн Парнине (Премине) «Литературӑпа искусствӑри пултарулӑхшӑн» тата «Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн» номинацисенче (пӗр харӑс)

– литературӑри тата пурнӑҫри тӳрӗлӗхшӗн, чӑваш литературине пӗтерес патне илсе ҫитернӗ кунсенче чӑваш ҫыравҫин чыслӑхне ӳкме паманшӑн [упраса хӑварма пултарнӑшӑн],

– пурнӑҫ тӑршшӗпех хаҫат-журналта ӗҫлесе хуть те хӑҫан та чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗ чӑн-чӑн демократилле ҫулпа пулса пытӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн, ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ ҫулсенче яланах уҫҫӑнлӑхпа чӑнлӑха, тӗрлӗшухӑшлӑха ҫул парса пынӑшӑн,

– илемлӗ хайлавӗсенче тӑван халӑхӑн хальхи тата авалхи пурнӑҫне куҫа курӑнмалла чӗррӗн те чуна витермелле тӗрӗс кӑтартма, малашлӑха шанӑҫпа пӑхма ӗненӳпе вӑй-хӑват паракан сӑнарсем ҫуратма [калӑплама] пултарнӑшӑн Николай МАКСИМОВ чӑваш ҫыравҫине тата журналиста пама тата ӑна Митта Ваҫлейӗн сӑнӗллӗ кӗмӗл паллӑпа (медальпе) чыслама йышӑннӑ.

Николай Николаевич Максимов 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ, ачаллах амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫамрӑклӑхӗ Йӗпреҫ районӗнче иртнӗ. 1972 ҫулта Мордва патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (вырӑс чӗлхипе литератури). Чӑваш Республикин Йӗпреҫ район хаҫатӗнче тӗрлӗ вырӑнта, Куславкка район хаҫатӗнче, «Капкӑн» журналта, «Советская Чувашия», «Столица Ч», «АиФ Чувашия» хаҫатсенче редакторта ӗҫленӗ. Мускав «политтехнологӗсем» вырӑнти уйрӑмлӑхсене шута илмесӗр ӗҫленине сивлесе, «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫат редакторӗнчен пӑрахса кайнӑ. Халӗ литература ӗҫӗпе ҫеҫ пурӑнать. Пурӑнакан вырӑнӗ – Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ялӗ. Ҫемьеллӗ, ачисем пур.

СССР журналистсен (1970) тата СССР ҫыравҫӑсен (1982) пӗрлӗхӗсенче тӑрать. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994). Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫил-ҫумӑр витӗр» (1982), «Тапӑ», икӗ том (1986-87), «Пӗррехинче, 24-мӗш ӗмӗрте» (1988), «Синкер» (1991), «Место в жизни. Сон шизофреника» (1994) тата ыттисем те («Монумент редиске», «Шур акӑш тӗкӗ», «Майра патша парни»…). Юлашки кӗнекине вырасла куҫарнӑ, ӑна Мускаври «Эксмо» пичет ҫурчӗ халлӗхе интернет мелӗпе пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш правительстви чӑваш ҫыравҫисен ӗҫне хисепе хуманнине сивлесе (пахалӑхлӑ пулма пӗр уйӑх ҫырмалли пӗр пичет листи калӑпӑшшӑн Чӑваш кӗнеке издательстви 1 пин те 500 тенкӗ гонорар тӳлет), Н.Максимов юлашки ҫул вырӑсла ҫырма куҫнӑ, «Спасение Европы» ҫывӑх вӑхӑтрах Мускаври пӗр издательствӑра пичетленмелле.

2021 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнче Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне халалланӑ тӗл пулусем иртнӗ. Патӑрьелӗнче Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми умне, Аслӑ Арапуҫӗнчи Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ вӑтам шкулти Митта Ваҫлейӗн бюст-палӑкӗ умне, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн тӑван ялӗнчи масарти вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Митта Хунтин (Фончӗн) ертӳҫи Илле (Иванов) Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреатне Николай Максимова ӗнентерӳ хучӗ тата Митта паллине (медальне) панӑ, вӑл чӑваш литературинче паянхи кун чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен тата тарӑн «сухалакан» ҫыравҫӑ пулнине палӑртнӑ.

#премисем, #Митта Ваҫлей, #культура, #чӑвашлӑх, #Канаш районӗ, #Кӑшнаруй, #Шупашкар районӗ, #Кӳкеҫ, #Аслӑ Арапуҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4044.92.1986
2021.03.24 13:06
Agabazar
Çав Митта вилтăприйĕ патне пырса ÿснĕ мăн йывăç — мĕн вăл? Яхтă-и, чăрăш-и е тата тем урăххи?
Станьял // 1895.11.4150
2021.03.25 17:03
javascript:insertTags('%D3%91','',''); Н.Н. Максимова малта пысӑкрах хисеп пуласси халӑха иккелентемест Тивӗҫ.
Agabazar // 4040.27.2711
2021.03.28 12:16
Agabazar
"Советская Чувашия" хаçат историйĕнче чи лайăх редактор.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем