Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ. Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |