Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Трак шкулӗнче наци вӗрентӗвӗпе ҫавра сӗтел иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 22.02.2020 10:04 | 1455 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Уҫӑ сӗтел президиумӗ
Уҫӑ сӗтел президиумӗ

Трак шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ методика ларӑвӗ иртрӗ.

«Тӑван чӗлхене рефрен майӗпе вӗрентесси» ятпа иртнӗ мероприятие районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вырӑнти общество хастарӗсем тата Чӑваш наци конгресӗн элчисем килсе ҫитрӗҫ: Наци конгресӗн Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г.Л. Никифоров, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ А.В. Ишова (Шупашкар районӗ, Тутаркасси), Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Т.Н. Петрова (Ҫӗрпӳ районӗ, Опытнӑй). Инҫетрен килнӗ хӑнасем Трак шкулӗн вӗрентекенӗсем (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова, И.А. Павлова) хатӗрленӗ уҫӑ уроксене пӑхрӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн представителӗсем ҫавӑн пекех ӳнерпе технологи учителӗ Н.В. Кривошеев йӗркеленӗ ачасен ал ӗҫӗсен куравӗпе киленчӗҫ, шкулти этнопедагогикӑпа этнографи музейӗсене кӗрсе курчӗҫ.

Тӗлпулӑвӑн класс тулашӗнчи ӗҫсен пайӗ акт залӗнче иртрӗ. Трак вӑтам шкулӗн ачисем «Кӗрлерӗ вӑрҫӑ, ҫунчӗ ҫӗр!» уҫӑ мероприяти кӑтартрӗҫ, сӑвӑсем каласа, юрӑсем шӑрантарса пурин чӗрисене те тыткӑнларӗҫ. Юлашкинчен ларусен пӳлӗмӗнче «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра вӗрентесси» тема тавра ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, тӗлпулӑва килнисем хумхантаракан ыйтусем ҫӗклерӗҫ, пӗр-пӗринпе канашларӗҫ.

Ларура Трак шкулӗн директорӗ И.А. Федорова, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен И.М. Федорова, «Трак ен — кедр тӑрӑхӗ» проект ертӳҫи С.М. Мефодьева, Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх председателӗ И.А. Прокопьев, Наци конгресӗн Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Г.Л. Никифоров, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С.А. Гурьева, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Л.А. Тихонова, «Юхӑм» халӑх театрӗн режиссӗрӗ К.И. Васильева тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ, йышӑну турӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен В.М. Михайлов педагог ертсе пычӗ.

#чӑваш чӗлхи, #Красноармейски, #Тӑван чӗлхе кунӗ, #Красноармейски районӗ, #ҫавра сӗтелсем, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем