Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Янкас вулавӗсем» таврапӗлӳпе ӑслӑлӑх конференцийӗ виҫҫӗмӗш хут иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 04.03.2019 21:28 | 1474 хут пӑхнӑ
Культура
Конференцине хутшӑннисем
Конференцине хутшӑннисем

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата 2019 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ятлӑ виҫҫӗмӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Ӑна иртнӗ ҫулсенчи пекех район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗ, Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗ пӗр пулса йӗркелерӗҫ.

Кӗмӗл пек янракан юрра

Татах та уҫҫӑн янратам-и —

Телейлӗ, тулӑх ҫӗр-шывра

Асран кайми юрӑҫ пулам-и! — тенӗ Н. Янкас хӑйӗн пӗр хайлавӗнче.

Асрах тытаҫҫӗ Трак енрен тухнӑ поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хӑйсен паллӑ ентешӗн сӑмахӗсене.

Районти тӗп вулавӑшӑн ӗҫченӗсем ҫак мероприятине халалласа фойере пирӗн сӑмах ӑстисен кӗнекисен выставка-куравне йӗркеленӗ. Унпа конференцие хутшӑннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрӗҫ.

Конференцие уҫса ЧНКан районти уйрӑмӗн ертӳҫи З. Михайлова ҫакна палӑртрӗ:

— Иртнӗ ҫул «Янкас вулавӗсем» ятлӑ пӗрремӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ япӑх мар шайра иртнӗччӗ. Ку евӗр мероприятие республика шайӗнче аслӑ шкулсемпе ӑслӑлӑх тӗпчев учрежденийӗсем пӗр пулса йӗркелеҫҫӗ. Эпир вара ӑна вырӑнти хамӑр вӑйпах йӗркелесе ирттерме пултартӑмӑр, ҫапла май уйрӑм опыт пухрӑмӑр. 2017 тата 2018 ҫулсенчи «Янкас вулавӗсенче» тухса каланисене пӗр ҫӗре пухса районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем уйрӑм брошюрӑсем кӑларма вӑй ҫитерчӗҫ. Кӑҫал та ҫакна тума палӑртатпӑр. Кӑҫалхи конференцие 22 доклад кӗртнӗ. Тухса калаҫакансем пурте ентеш-юбилярсен кун-ҫулне, творчествӑри пултарулӑхне тӗплӗн тата туллин уҫса парӗҫ. Унта вара композитор та, журналист та, сӑвӑҫ та, вӗрентекен те, ӳнерҫӗ те, патшалӑх деятелӗ те, ӑслӑлӑх ҫынни те пур. Пирӗн Трак енӗн пултаруллӑ ҫыннисемпе мухтанмалла, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва вӗсем ҫинчен туллин каласа памалла.

Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи И. Прокопьев-Чураль ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине хутшӑнакансене ӑнӑҫусем сунчӗ. Конференцинче «О.А. Алексеев — писатель» (В.М. Данилов), Ф.А. Андреев — писатель (И.А. Прокопьев), «Л. И. Антонов — поэт» (С.А. Гурьева), Ю.Р. Архипов — профессор» (Н.Г. Ершов), «Г.Е. Дубров — сӑвӑҫӑ» (В.В. Рудникова), «П.Е. Егоров — ҫыравҫӑ» (Г.Л. Ефимов-Тусли), «Е.М. Журавлёв — ҫыравҫӑ» (Л.И. Антонов), «А.Г. Львова — таврапӗлӳҫӗ» (Ю.З. Борисов), «Н.М. Матвеев — ҫыравҫӑ, ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» (Р.И. Яковлева), «З.П. Михайлова — пултаруллӑ вӗрентекен» (В.М. Михайлов), «В.И. Николаев — патшалӑх ӗҫченӗ, ӑста ертӳҫӗ» (Н.С. Семёнов), «В.Е. Петров — паллӑ юрӑҫӑ» (И.Н. Козлова, С.М. Назарова), «Н.П. Петров — чӗлхеҫӗ, профессор (С.В. Петрова), «И.А. Прокопьев — пур енлӗ талантлӑ ҫын» (З.П. Михайлова), «Л.П. Прокопьев — патшалӑх ӗҫченӗ» (В.С. Серафимов), «М.П. Прохоров — таврапӗлӳҫӗ» (Ю.Е. Кузьмина, И.М. Фёдорова), «А.П. Фёдоров — оперӑпа балет театрӗн артисчӗ» (М.П. Фёдорова), «К.Ф. Шачкин — таврапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ» (И.В. Герасимова, Т.Ю. Григорьева), «И.Е. Шашков — конструктор, профессор» (В.З. Константинов), «А.В. Яковлев — журналист» (А.Ю. Никандрова), «Н.К. Ефимов — Янкас — Трак енӗн мухтавлӑ ҫынни, паллӑ поэт» (Л.А. Тихонова), «Ҫеҫпӗл Мишшин йӑх-несӗлӗ Трак тӑрӑхӗнчен» (В.А. Тихонова) ятлӑ докладсем пулчӗҫ.

Конференци тӑхтавӗнче Н. Никоноров, И. Прокопьев, Ю. Шепилов композиторсем Нестер Янкас, Зинаида Михайлова, Иван Прокопьев, Гурий Дубров, Леонид Антонов сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем янӑрарӗҫ. Вӗсене Н. Филипповӑпа С. Васильева, Н. Никоноров, А. Алексеев тата И. Прокопьев шӑрантарчӗҫ.

Конференцие район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Р.М. Осипова хутшӑнчӗ. Тухса калаҫакансем район администрацин пуҫлӑхӗ А. Кузнецов алӑ пуснӑ Дипломне тивӗҫрӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #конференцисем, #ӑслӑлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем