Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӑвашкассисем Учук ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.07.2018 15:53 | 2136 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнче, Чӑвашкассинче, ҫулсеренех ватӑсене асӑнса Учук ирттереҫҫӗ. Мӑчавӑр ял пуҫласа яракансенчен кашнинчен уйрӑммӑн кивӗ масар ҫинче вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑка уҫма ирӗк ыйтать. Унтан пурте ватӑсене асӑнаҫҫӗ, «тутлӑхлӑ пулӑр» теҫҫӗ.

Арҫынсем авалхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем сӗтел хатӗрлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара ӗмӗт кантри ҫыхма каяҫҫӗ. Ҫав кун чӑвашкассисем юрласа ташлаҫҫӗ.

Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем Чӑвашкасси мӗнле пулса кайнине архивсенче тӗпчесе пӗлнӗ. Ял 1600-мӗш ҫулсенчех пуҫланса кайнӑ. Чӑвашкассине пуҫарса яракансем Турхан тимӗрҫӗ, Шинкарей лашман тата Комсомольски районӗнчи Асанкассинчен куҫса килнӗ Элментюк пулнӑ.

#Комсомольски районӗ, #Учук, #уявсем, #кӳршӗре, #Асанкасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19864
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1132.24.4021
2018.07.11 18:36
Agabazar
Чӑвашкасси ҫывӑхӗнче вӑрман ҫук. Кунти ӳкрчӗкре вара — пур. Мӗне пӗлтерет ку?
Тимĕр Акташ // 2266.7.7219
2018.07.12 00:15
Учÿк çинчен Олег Цыплёнковăн фотоальбом "Одноклассники" соц. тетелĕнче "Сăвар, Чунçÿрев" ушкăнра.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем