Чӗмпӗр облаҫӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ мероприятисен ярӑмӗ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Димитровградри «Восход» Культура керменӗнче тытӑнчӗ. Ку тӑрӑхри чӑвашсем Аслӑ Патриархӑмӑра халалланӑ Чӑваш чӗлхипе культурин кунне ҫӳллӗ шайра ирттерчӗҫ. Ҫакна чӑвашсене саламлама пынӑ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов та, Мелекесс район пуҫлӑхӗ Сергей Сандрюков та, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев та, салам сӑмахӗсемпе тата парнесемпе килсе ҫитнӗ ытти халӑхсен автономийӗсен пуҫлӑхӗсем те хӑйсен сӑмахӗсенче палӑртрӗҫ.
— Раҫҫейӗн тӗп хӗҫ-пӑшалӗ — халӑхсем, тӗн конфессийӗсем хушшинчи туслӑх. Пирӗн тӗллев ҫав туслӑха сыхласа, ҫирӗплетсе вӑйлӑ, ҫынсене телейлӗ пурӑнмалли регион туса хурасси. Чӑваш ҫынни регионти пур тытӑмра та вӑй хурать, ҫак Аслӑ халӑхран тухнӑ ҫынсем пирӗн регион чапне, сумне ӳстереҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Совет Союзӗн Геройӗ ятне 7 чӑваш, пӗри Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулнине манмалла мар. И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине палӑртнӑ май ҫакна каласшӑн, вӑл Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑн-чӑн педагог пулса тӑнӑ, 150 ҫул каялла Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларакан центр йӗркеленӗ. Ҫакӑ чӑваш чӗлхин хӑйнеевӗрлӗхне, чӑваш этнонимне сыхласа хӑварма пулӑшнӑ, чӑваш ҫырулӑхӗ те пирӗн регионтах ҫуралнӑ. Эпир — Яковлевӑн лайӑх вӗренекенӗсем. Ҫирӗм ҫул ытла облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра илсе пырать. Облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев пирӗн правительствӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, вӑл чӑн-чӑн ертӳҫӗ, халӑх хушшинче авторитечӗ пысӑк, унӑн нумай ҫӗнӗ шухӑш. Эпӗ ӑна хисеплетӗп. Димитровград хулипе Мелекесс районӗнчи чӑваш хастарӗсене те палӑртас килет — Г.Д. Танищева, В.В. Киргизова (вырӑнти автономи ертӳҫи), Г.П. Улюкин, И. Н. Иванюкова, В.И.Чигаков, Н.Н. Иванов, П.М. Улюкин, С.Г. Кочнева тата ыттисем Аслӑ чӑваш халӑхӗшӗн нумай ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ, — терӗ Сергей Морозов чӑвашсене саламласа.
Уявра концерт программи те анлӑ пулчӗҫ. Чи малтан сцена ҫине акӑш пек шурӑ тумлӑ, хӗрлӗ шупӑрлӑ «Антэл» ушкӑнӗн хӗрӗсем «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа чӑваш ташшине илемлӗ кӑтартса пачӗҫ. Димитровградри 48-мӗш «Дельфиненок» ача пахчин пӗчӗк артисчӗсем тӗлӗнмелле илемлӗ ташларӗҫ, 2-мӗш шкулта вӗренекен хӗрачасен ушкӑнӗ чӑваш юррисемпе тыткӑнларӗҫ. Димитровградри «Савӑнӑҫ», Мелекесс районӗнчи Эврелӗнчи «Телей», Димитровградри ачасен «Шӑпчӑксем» халӑх хорӗн пӗчӗккисен тата аслӑраххисен ушкӑнӗсем, Ҫӗнӗ Малӑклари «Пилеш», Чӗмпӗрти «Палнай», Тольяттири «Шанчӑк» ушкӑнсен, Аделина Юринкина, Анастасия Матвеева, Анатолий Долгов, Геннадий Борисов, Елена Савочкинапа Галина Пырченкова, Петр Улюкин уйрӑм юрӑҫӑсем ҫӗр пин юрӑллӑ халӑхӑн ҫӳпҫинчи ахах-мерченӗсемпе паллаштарчӗҫ. Куракансене уйрӑмах пӗчӗк хӗрача Аделина Юринкина шӑрантарнӑ «Асамат кӗперӗ» юрӑ тыткӑнларӗ.
Ҫак кун Культура керменӗ кӗрлесе тӑчӗ. Фойере тӗрлӗ куравсем йӗркеленӗ — чӑваш апат-ҫимӗҫӗн, чӑваш тумӗпе капӑрлӑхӗсен, кӗнекисен, ал ӗҫӗсен тата ытти те... Халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем фойере ташласа-юрласа уява килнӗ кашни ҫынна хавхалантарчӗҫ, ташлаттарчӗҫ, чӑвашӑн кӑпӑклӑ сӑрине астивме сӗнчӗҫ.