Тутарстанри чӑвашсем авалхи йӑлапа ҫулсеренех Учук ирттереҫҫӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет».
«Учук — халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем — «Илем», «Шуҫӑм», «Савӑнӑҫ», «Палан», «Ҫеҫпӗл», «Пилеш» ансамбльсем — вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягинӑпа Олег Цыпленков хатӗрленӗ телесюжетра.
Тутарстанри Чураково ялӗнче пурӑнакансем Учук ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унта тӗпленнӗ халӑх ҫак йӑла-йӗркене ирттерме пухӑннӑ.
Учукра выльӑх пусса чӳк тунӑ. Ялта ӑна ирттермелли ятарлӑ вырӑн пур. Сурӑха шӑпах ҫавӑнта илсе касса пуснӑ. Йӑла-йӗрке кӗлӗ вуланинчен пуҫланнӑ.
Унтан ҫынсем кӑвайт чӗртсе хуран ҫакнӑ, унта 7 тӗрлӗ кӗрперен пӑтӑ пӗҫернӗ. Ӑна Учука килнӗ кашни ҫынна тутанма панӑ. Ҫынсем сӑмарвартан чей те ярса ӗҫнӗ.
Ҫутҫанталӑк лапамӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ пурне те килӗшнӗ. Уҫӑ сывлӑшра апатланма тата та лайӑхрах-ҫке-ха. Учук юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ картине тӑнипе вӗҫленнӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнче, Чӑвашкассинче, ҫулсеренех ватӑсене асӑнса Учук ирттереҫҫӗ. Мӑчавӑр ял пуҫласа яракансенчен кашнинчен уйрӑммӑн кивӗ масар ҫинче вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑка уҫма ирӗк ыйтать. Унтан пурте ватӑсене асӑнаҫҫӗ, «тутлӑхлӑ пулӑр» теҫҫӗ.
Арҫынсем авалхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем сӗтел хатӗрлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара ӗмӗт кантри ҫыхма каяҫҫӗ. Ҫав кун чӑвашкассисем юрласа ташлаҫҫӗ.
Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем Чӑвашкасси мӗнле пулса кайнине архивсенче тӗпчесе пӗлнӗ. Ял 1600-мӗш ҫулсенчех пуҫланса кайнӑ. Чӑвашкассине пуҫарса яракансем Турхан тимӗрҫӗ, Шинкарей лашман тата Комсомольски районӗнчи Асанкассинчен куҫса килнӗ Элментюк пулнӑ.
Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.
Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.
Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутарстанӑн Элмет районӗнчи Патраклӑ ял тӑрӑхӗнче Тутарстанӑн Чулман Атӑлӑн леш енче пурӑнакан чӑвашсен «Учук» пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртрӗ. Фестиваль 8 сехетре пуҫланчӗ. Икӗ вӑкӑра пусса Турра кӗл туса чӳклерӗҫ. 10 сехетре вара фестиваль уҫӑлчӗ — фестивале курма килнӗ хӑнасем умӗнче юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Фестиваль вӗҫӗнче вара Шупашкартан килнӗ артистсем (К. Голубева, А. Шадриков, А. Васильев, В. Кузнецова, П. Ермолаев) юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Фестивале лайӑх хатӗрленӗшӗн Chuvash.Org пӗрлӗх Альмукова Инна Ивановнӑна, Тутарстан чӑвашӗсен диапорин ертӳҫине Яковлев Константин Геннадьевича, вӑхӑтлӑ информаципе тиӗҫтернишӗн "Сувар" хаҫат редакцине тата ытти пулӑшакансене пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |