Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.