Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 29.02.2016 18:28 | 3334 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла. Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Хатӗр текстсене гуманитари институтне ҫитерме ыйтаҫҫӗ.

Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.

#ЧПГӐИ, #Хыпар, #чӑваш чӗлхи, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #диктантсем, #ЧПУ, #ЧППУ, #вӗренӳ институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем