Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

УтартаЧипер АннаСинкерЛаохЫлтăн вăчăраÇич çунатлă куракЫтла та вăрттăн юрату

«Шупашкарти шурлăхран...»


Шупашкарти шурлăхран

Яла тапса сикĕттĕм.

Шурă Çуртри пушăтран

Яланлăхах... çĕтĕттĕм.

 

Ялта — çуртăм тайăлнă.

Малта — çулăм татăлнă.

Пĕлĕтпе çĕç хушшинче

Пĕтĕмпех — пĕр пуш тĕнче...

Тăван çĕршывăм, телейпе пурăн


Вĕçет, вĕçет, вĕçет-çке юрă,

Çунат хушса, çӳл тӳпере.

«Тăван çĕршывăм, телейлĕ пурăн,

Телейлĕ пурăн», — юрлать чĕре.

 

Савсам мана, эп савнă евĕр,

Сана сунап çут ăраскал.

Таса пулинччĕ ялан тӳпемĕр,

Ĕçсем пулинччĕç ялан кал-кал.

 

Пĕр-пĕринпе тату пуласчĕ,

Амаçури ан пулччĕ эс.

Хăв халăхна сан сума сăвасчĕ, —

Тата сана ман мĕскер сĕнес?

 

Вĕçет, вĕçет, вĕçет-çке юрă,

Юрлать ман чун, юрлать чĕре:

«Тăван çĕршывăм, телейлĕ пурăн,

Хĕвел çутаттăр тăван çĕре!»

Анатолий Юмана


Çăварлăхлайнă Эсир Парнаса,

Иккĕленмесĕр, хăюллăн утланнă,

Селлине хурса панă савса,

Çавăнпа вăл аван ăратланнă.

 

Çул памасăр тăман никама,

Юнашар та лартса ярăнтарнă.

Çавăнпа такăнман урхамах,

Тав Турра! Сиренпе тĕл пултарнă.

 

Савăнтарăр тăван халăха,

Сăввăрсем, юррăрсем янăраччăр.

Ватăлатпăр тени кăлăхах —

Иксĕлмест Сирте Турă хăвачĕ.

Хушамат


Канкай фельетон çырмалли шухăшсене пĕтĕмпех йĕркелесе хатĕрлерĕ.

Тăрăхла выртакан хут листи, кăвак чернил тата вĕр-çĕнĕ перо халех Канкай пултарулăхне ӳкерсе илме хатĕр.

— Ĕнтĕ фельетон геройĕн хушаматне тупасси çеç юлчĕ, — куç харшисене аялалла антарчĕ Канкай. — Мĕнле хушамат парас-ши?

Канкай пуçĕнче тĕрлĕ хушаматсем йăшăлтата пуçларĕç.

Хушамат суйласа илесси çăмăл ĕç мар. Хушамат — фельетон музыкине паракан тон.

Шухăшласа илĕр-ха, хăйĕн Онегинне Пушкин — Собакевич хушамат, Ленскине Плюшкин хушамат панă пулсан, мĕн йĕрки пулатчĕ вара?

— Хушаматсем нумай: Иванов, Петров, Хумов, Сидоров, Клопов, Бабочкин, Курицын, Мухоморов, Котов, Собачкин...

Пулас фельетонăн геройне ку хушаматсенчен нихăшне те пама мăй килмест, мĕншĕн тесен пурте вĕсем Канкая лайăх паллакан çынсен хушамачĕсем. Вĕсен хушамачĕсене фельетона кĕртсен, Канкая, паллах ĕнтĕ, çилленмеллипех çилленме пултараççĕ.

— Фельетон геройне Часиков хушаматлă тусан мĕнле-ши? Аван пулассăн туйăнать те, анчах апла хушаматлă çын пĕр-пĕр ответлă работниксем хушшинче пулсан, каллех кăмăла хуçакан япала пулма пултарать. Э-э-э, Часиков хушаматлă çынна ĕнер çеç тĕл пулнăччĕ-çке эпĕ. Районтан килнĕ работник. Ответлă çын пулас. Столовăйра юлташĕпе вăрман хатĕрлевĕ мĕнле пыни çинчен калаçкаласа илчĕ... Саратовский... Ой! Хамăрăн местком председателĕн хуньăшĕ Саратовский хушаматлине маннă кайнă!

Малалла

Ан çиллен


Ăнсăртран сăхсан сана çĕлен,

Эс ăна, тархасшăн, ан çиллен.

Ху асăрхануллă пулманран

Вăл пултарать лартма сана суран.

Çĕлен сăхать сайра хутра çынна,

Кӳрентерсессĕн çеç çав çын ăна.

Эс ан çилен пыл хурчĕ сăхнине,

Илсе пăрах çеç унăн сăннине.

Сана сăхма пултарнăшăн çав хурт,

Тен, айăплийĕ мар-ши эсĕ ху?

Хуртпа сăпайлă çын хăйне тытсан,

Сăхмасть ăна пыл хурчĕ нихăçан.

Çилленерех пăхсан сана тусу,

Çав самантрах ан усăнтăр сăмсу.

Кăшт ил хăвна пăхса, шухăшласа,

Тен, çилентернĕ эсĕ каласа

Тусна начар сăмах сисмесĕрех?

Ыйт каçару вара унран тӳрех.

«Инçе çула паян тухатăп...»


Инçе çула паян тухатăп,

Кĕтмен çĕртен, кĕтмен çĕртен...

Пур-çук укçа-тенке пухатăп,

Тен, тус-тăван парать кивçен?

 

Тăванăн çук. Ăçтан тупам-ши?

Пускил укçа тытман çур çул.

«Çĕн чăвашсем» патне утам-ши?

Мĕскĕнленем-ши:

— Турă пул!?.

 

Процентпала укçа илетĕп,

Хушса тӳлетĕп икĕ хут.

Эп парăм тӳлесех тӳнетĕп,

Пăвать мана çĕршыв-панкрут.

«Пар ăшшуна — пăрланнă эп...»


Пар ăшшуна — пăрланнă эп,

Вăй-халсăр эп паян.

Чĕтрет кĕрхи йĕпхӳ, пĕлеп,

Ман чунăмпа пĕр тан.

 

Пин-пин хĕвел куратăп та

Тăван куçусенче —

Таçти илем патне туртан

Хăват пур вĕсенче.

 

Пушах халь ман пуçра, чунра.

Анчах тахçан, унччен

Илемлĕх пурăннă манра —

Вирли вирлисенчен.

 

Çунтар мана! Чун ăшшине

Валеçрĕм ютсене,

Ман пурнăçăм та, ахăртне,

Ăсаннă инçене.

 

Пар ăшшуна, чĕнсем, çунтар!

Ак, пăтала та хур.

Сăввăмсене кăна хăвар —

Унта ман чунăм пур.

«Çуркуннен епле ташши!..»


Çуркуннен епле ташши!

Ĕрĕхет-çке, тамаша —

Манашкал! Тен, ытлашши

Шухăран-ши айкашать?

 

Тен, пĕлмест-ши шăпине:

Саралать сип-симĕс тĕс...

Эх, перет-çке хăйĕннех —

Ачашпа выляннăн эс...

 

Паян эп те — çуркунне!

Асра ним те, калăн, çук;

Пуçа кайрĕ манăнне

Сан туту, куллу, куçу!..

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…


Ваçук паян шуçăм çутипех вăранчĕ. Кӳршĕри Палюк мучи ăна пулла илсе кайма шантарнăччĕ. Ача çĕр каçах вăлтине те, ăманĕсене те хатĕрлесе хучĕ. Çывăракансене вăратас мар тесе пĕчĕк чун чĕрне вĕççĕн утрĕ. Малти пулĕме пычĕ. Ăнсăртран ури темрен çакланчĕ, сас пулчĕ. Пĕр хушă шăп тăнă хыççăн хăвăрт тумланчĕ те кил хушшине малтанхи пекех шăппăн утса тухрĕ. Пĕчĕк темерĕн — тавралла сăнаса пăхрĕ. Амур тусĕ те çывăрать пулас. Пĕр сас та çук.

Саккăрти ача пĕчченех кӳрше каçрĕ. Алăка тĕртсе пăхнă хыççăн майĕпен шаккарĕ. Кĕçех шалтан ӳсĕрни илтĕнчĕ. Çын сасăпах калаçма пусларĕ:

— Кам унта? Çӳреççĕ ирех тем шаккаса,— кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ сас. Ача кун хыççăн урăх шаккама та, сасă кăларма та хăрарĕ. Килĕ еннелле утма пуçланă самантра алăк уçăлса кайрĕ. Анна кинемей тухса тăчĕ. Ачана курсанах ват хĕрарăм хăвăрттăн:

— Тем пулман пулĕ те? Аннӳ ячĕ-и? — сассине çемçетсе каларĕ.

— Эпир Палюк мучипе пулла кайма калаçса таталнăччĕ, — терĕ ача пуçне çĕрелле чиксе.

— Ну çав ват супнăна, ачана шантарса хурать. Хăй вара ыйха туртать çеç. Эсĕ кĕт, часах тухĕ,— терĕ кинемей.

Малалла

Ăнăçу


Эс ăçта çӳретĕн, ăнăçу?

Пĕчĕк ăнăçу çеç, пысăк мар.

Эп пĕлетĕп: такăр çыншăн çул,

Ăнăçу пулсассăн юнашар.

 

Пысăк ăнăçу мар, пĕчĕкки!

Килччĕ, килччĕ эсĕ ман пата!

Эс çумра пулсассăн ман пекки

Хăех кайĕ, утĕ малалла.

 

Эп вĕçертмĕп алăран сана!

Айĕн-çийĕн çавăрăп çĕре!

Пĕчĕк ăнăçу çеç, эс, мана

Малтанхи кун пулăшчĕ ĕçре!

 

Эс ăçта çухалтăн, ăнăçу?

Инçете манран ма тартăн эс?

Сан патна ăçта-ши тӳрĕ çул?

Еплерех сана тытса илес?

■ Страницăсем: 1... 273 274 275 276 277 278 279 280 281 ... 796