Хушамат
Канкай фельетон çырмалли шухăшсене пĕтĕмпех йĕркелесе хатĕрлерĕ.
Тăрăхла выртакан хут листи, кăвак чернил тата вĕр-çĕнĕ перо халех Канкай пултарулăхне ӳкерсе илме хатĕр.
— Ĕнтĕ фельетон геройĕн хушаматне тупасси çеç юлчĕ, — куç харшисене аялалла антарчĕ Канкай. — Мĕнле хушамат парас-ши?
Канкай пуçĕнче тĕрлĕ хушаматсем йăшăлтата пуçларĕç.
Хушамат суйласа илесси çăмăл ĕç мар. Хушамат — фельетон музыкине паракан тон.
Шухăшласа илĕр-ха, хăйĕн Онегинне Пушкин — Собакевич хушамат, Ленскине Плюшкин хушамат панă пулсан, мĕн йĕрки пулатчĕ вара?
— Хушаматсем нумай: Иванов, Петров, Хумов, Сидоров, Клопов, Бабочкин, Курицын, Мухоморов, Котов, Собачкин...
Пулас фельетонăн геройне ку хушаматсенчен нихăшне те пама мăй килмест, мĕншĕн тесен пурте вĕсем Канкая лайăх паллакан çынсен хушамачĕсем. Вĕсен хушамачĕсене фельетона кĕртсен, Канкая, паллах ĕнтĕ, çилленмеллипех çилленме пултараççĕ.
— Фельетон геройне Часиков хушаматлă тусан мĕнле-ши? Аван пулассăн туйăнать те, анчах апла хушаматлă çын пĕр-пĕр ответлă работниксем хушшинче пулсан, каллех кăмăла хуçакан япала пулма пултарать. Э-э-э, Часиков хушаматлă çынна ĕнер çеç тĕл пулнăччĕ-çке эпĕ. Районтан килнĕ работник. Ответлă çын пулас. Столовăйра юлташĕпе вăрман хатĕрлевĕ мĕнле пыни çинчен калаçкаласа илчĕ... Саратовский... Ой! Хамăрăн местком председателĕн хуньăшĕ Саратовский хушаматлине маннă кайнă!
Канкайăн тимлесе пăхакан куçĕсем хаçат листи çийĕн шуса кайрĕç. Кĕпер çинчен шыва сикесрен хăтăлнă çын пек, вăл малтан шăнса, унтан вĕриленсе кайрĕ.
Хут листи Канкай çине пăхса выртать. «Мĕн эсĕ? Ма çырмастăн-ха?» — тенĕ пекех ĕнтĕ.
Çур сехет ытларах аппаланса ларнă хыççăн Канкай пуçĕнче пĕр хушамат савăнăçлăн ташласа тăма тытăнчĕ. Канкай çав хушамата ярса тытрĕ те фельетон геройĕ тума шур хут çине кĕртрĕ.
Ĕç кайрĕ. Шур хут çине строка хыççăн строка кăвак чернилпа илемлĕн йĕркеленет.
Нумай та çырмарĕ, ручкине лаштах пăрахрĕ.
— Ы-ых, тунката! — терĕ Канкай хăйне хăй, пит тарăхса кайнипе. — Ара, «Брюкин» тени... «Брыкин» тенĕ пекех илтĕнет вĕт. Брыкин хамăрăн аслă бухгалтерăн шутсăр çывăх юлташĕ пулать. Тьфу!
Канкайăн хушамат тупас ĕмĕчĕ татăлчĕ. Ыйхи килменнине пăхмарĕ, çывăрма кайса выртрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...