Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунТĕлĕнтермĕш юмахсемХӗвел мулкачӗсемАндрей ПеттокиТаркăнЙытă тĕлĕкĕЫлханлă хура çĕмĕрт

Арман пĕви


Астăватăп: ман ват асанне

Пуçтаратчĕ пире хăй патне.

Юмахлатчĕ темччен хăш чухне,

Ас илетчĕ пулса иртнине.

 

Сывламасăр эпир айвансем

Шăп çеç ларнă ăна тăнласа.

Вăл каланă юмах-халапсем

Пире янă ялан шухăша.

 

Паянччен юлнă ман асăмра

Пĕринче асанне калани:

«Пирĕн ял çумĕнчи çырмара

Тахçан пулнă арманăн пĕви.

 

Çак арманăн хуçи, Кавĕрле,

Çынсене çын тесе те картман.

Нихăçан та сĕм тĕттĕм çĕрле

Çемйипе килĕнче çывăрман.

 

Хăй шутланă усал ĕçсене

Пурнăçланă çынсем çывăрсан.

Вăл мĕнле хаяр çын пулнине

Ял çынни шутлама та хăйман.

 

Усалпа пĕр чĕлхе тупнине

Сăмахланă ялта темĕнччен.

Çырмари Кавĕрлен пĕвине

Хуралланă шуйттан пĕр-пĕччен.

 

Çак пĕве çывăхне нихăçан

Пĕр этем те хăйман çывхарма.

Шăп вун иккĕ çапсассăн шуйттан

Аннă тет шыв тĕпне çывăрма.

 

Ирчченех шалтăртатнă арман

Таврана хăрушла кисретсе.

Пĕр кĕтмен чух тата хушăран

Малалла

Çутă кӳлĕ


Пирĕн ял çывǎхĕнче

Çутă кӳлĕ пур.

Киленет ун хĕрринче

Пĕтĕм кайăк хур.

 

Çăвĕпех хăй ытамне

Илĕртет пире.

Халĕ ун вăрттăнлăхне

Пĕлтерем сире.

 

Ĕлĕк чух çак кӳлĕре

Çăвăнман никам.

Çĕр пĕр тĕрлĕ чир-чĕре

Сарнă вăл тахçан.

 

Ял çынни ун çывăхне

Хăяйман пыма.

Выльăх та ĕçсен шывне

Тытăннă хăсма.

 

Çĕрлерен вăл шавласа

Çывăрма паман.

Ват çынсем астăвасса

Ун усси пулман.

 

Ялти сумлă Ятламан

Хăй тĕлĕкĕнче

Пулнă теççĕ хушăран

Кӳлĕ тĕпĕнче.

 

Курнă имĕш Ятламан

Хăйĕн ачине.

(Вăл шыва кĕме кайсан

Таврăнман килне).

 

Çак ача хăй ашшĕне

Пĕлтерет çапла:

«Сан, аттеçĕм, малашне

Ак мĕн тумалла:

 

Пуçтарса пур укçуна

Шур тиха туян.

Кашни кун çак тихана

Улăха эс яр.

 

Ан чарсам ăна нихçан

Таптама хире.

Тиха виççĕ тултарсан

Пулăшĕ сире.

Малалла

Шăллăм


1.

Эс çитмĕл çиччĕре пыратăн,

Геннадий шăллăм. Ăнсăртран,

Пĕр йывăçри тăван туратăм,

Хыпар çухалчĕ санăран.

 

Кĕтмен çĕртен кĕç телеграмма,

Çăхан пек, анчĕ ман тĕле.

Ăна сан ывăлу-мĕн янă

Июль уйăхĕнчи çĕрле.

 

«Атте куçне хупларĕ вилĕм,

Килсе çитсемĕр пытарма…»

Инкек хистерĕ илĕм-тилĕм

Инçе çула пуçтарăнма.

 

Эс, çар çынни, кайса тĕплентĕн

Яш чух Саратов тăрăхне.

Мана час-час аса илеттĕн,

Килсе çӳреттĕн хăш чухне.

 

Çула тухайрăмăр тăваттăн

Эпир, Чĕмпĕр чăвашĕсем.

Эп — чи тĕпри, тăм тивнĕ ватă,

Ытти — чи çывăх тăвансем.

 

Яш чух унта çитме ансатчĕ,

Çул çи билечĕн — хакĕ çук.

Çав тапхăр тĕлĕк пек ăсанчĕ

Шăп ватлăх килсе çитнĕ чух.

 

Çĕрле. Чӳлмек пек тулли уйăх

Çĕкленчĕ çӳллĕ тӳпене.

Пусать чĕресене чĕр хуйăх

Пире, чăваш çыннисене.

 

Каçар, пĕртен-пĕр шăллăм,

пĕртте

Малалла

Туйпике


3 курăнуллă пьеса

 

Умĕн калани

Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче икĕ тарăн вар пĕрлешнĕ вырăнти чăнкă çырана «Туйпике» тесе калаççĕ. Вăл, ялăн хĕвел анăç енче вырнаçнă.

«Сивĕ хĕл çитсессĕнех

Çырмана юр тултарать,

Ярăнма ачасене

Тăвайкки туса парать», —

тесе çырнă хăйĕн легендинче Борис Борлен (Тихонов Борис Леонтьевич). Вăл Кивĕ Арланкассинче 1934 çулта çуралнă. «Туйпике» легендине 1951 çулта çырнă. Паянхи кун та çак вырăн Туйпикепе Типеше аса илтерет. Пĕр-пĕрне юратакан икĕ çамрăк çак çырмара выртаççĕ. Вĕсемшĕн çак çырма — çăва.

«Туйпике» пьесăри ятсем шутласа тупнисем. Туйпикепе Типеш ячĕсем анчах чăн. Ыттисен ячĕсене легенда авторĕ те «астумаççĕ ваттисем» тесе çырать.

 

Вылякансем:

Шерккей самăр, çĕрме пуян, 50 çулта;

Тутирек — Шерккей тарçи, çурма ухмах – 45 çулта;

Типеш — Шерккей лашисене пăхакан тарçă, илемлĕ яш, 20 çулта;

Малалла

«Çĕр çын утатчĕ урамра...»


Çĕр çын утатчĕ урамра.

Кĕтмен çĕртен — эс ман умра.

«Салам! Салам! Васкатăн-и?

Манпа кăштах тăмастăн-и?»

 

Куçсем! Куçсем!

Епле çиçеç...

Мĕнпур телей халь эсĕ çеç!

Эп йăпшăнам савни çумне,

Кăшт кĕскетем савни çулне.

 

Тĕнче татах илемленет,

Пиртен такам та тĕлĕнет.

Паян пире

Турри пиллет,

Ыранхине кам мур пĕлет?

«Çĕр вăрăм, халех ан кĕрсем...»


«Çĕр вăрăм, халех ан кĕрсем,

Чĕрем таппине итлесем?!» —

Савни йăланать ав çаплах,

Анне ăнланмасть-çке пачах.

 

Ĕне сумалла ир тăрсан,

Кĕтӳ ямалла кăштахран.

Мĕн-ма çав автан авăтать,

Мĕнпур кил-йыша вăратать!

 

Сар уйăх çухалнă таçта,

Савни пăшăлтатрĕ: «Тăхта!»

Кăвар тутипе сĕртĕнет,

Тĕнче çĕнĕрен чĕрĕлет...

 

Йытти те хамлатрĕ кĕçех,

Кайма хатĕрленнĕн ĕçе.

Вĕреççĕ, кĕрлеççĕ ирех

Тĕнче пĕтсе килнĕ пекех.

 

Халь-халь хупăнаççĕ куçсем,

Епле ăнланмаççĕ кусем?

Мĕнле çăмăл мар уйрăлма,

Ытла та аван пурăнма!

Чăваш ялĕсем!


Чăваш ялĕсем! Эсир аталаннă

Европăпа Азире мĕн ĕлĕкрен.

Атăлçи çĕрĕнчен тухса сапаланнă

Инçетри-инçетри Çĕпĕре çитиччен.

 

Çĕн вырăнсенче эсир пурнăç пуçланă,

Хăтăлсассăн тарса патша пусмăрĕнчен.

Çурт лартнă чăваш, анине сухаланă

Çитес çĕрне вăл çул-çул хыççăн çитсен.

 

Чăваш ялĕсем! Эсир ăçта çук-ши

Раççейĕн нумай кĕтесĕсенче?

Пĕрерĕн, икшерĕн е ушкăнăн-ушкăн

Вырнаçнă ытти халăхсем хушшинче.

 

Тăван чĕлхене эсир ĕмĕр упратăр

Вăрмансем, çырмасем, ту-сăртсем хушшинче.

Чăваш юррине чĕкеçле янрататăр

Европăпа Азин уй-хирĕсенче.

Ăш вырăн эсир кашни çыншăн — чăвашшăн:

Тăван патĕнче тапать лăпкăн чĕре.

Чăваш ялĕсем! Эп сире пуç таясшăн

Пулнăшăн пирĕншĕн çак тĕнчере.

Çутă сăнару тухмасть асран


Шăплăха пĕччен итлес килет,

Ĕмĕтре васкатăп эп киле.

Ăшшăн саламлать мана çăка.

Майĕпен уçатăп алăка.

Вăтăр çул кунта эп пурăнман,

Пурĕпĕр нимех те улшăнман.

«Килсе лар, — чĕнет çемçе пукан, —

Çул çинчен эс, ывăнтăн пуль, кан».

Тайăнсассăн кăшт кăна канма

Çут ачалăх килчĕ асăма.

Пӳремеч шăршиллĕ сар тĕпел,

Куклине сĕнет шурă сĕтел.

Çăмăллăн утать пекех анне,

Çупăрлатăп ăшă аллине.

Санпала эп нумай ларайман,

Ырă сăмахсем те калайман.

Çутă сăнару каймасть асран,

Каçарсам, аннеçĕм, каçарсам.

Елис пĕви


Каç. Çил те çук. Тӳпе янкăр таса. Елис урама тухрĕ. Йĕри-тавра шăп, пĕр сас-чӳ те илтĕнмест. Тӳпере çеç çалтăрсем пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле выляççĕ. «Кашни çыннăнах тӳпере çăлтăрĕ пур теççĕ. Ача çуралсан çăлтăр тухать, çын вилсен вара çалтăрĕ те сӳнет теççĕ. Манăн та тӳпере çăлтăр пур-ши? Хăшĕ-ши вăл? — шухăшларĕ хĕр. — Тен, çынсем калани тĕрĕсех те». Çак шухăшсемпе Елис пĕве хĕрнелле утрĕ.

Кунта вырăнĕ питĕ илемлĕ, чăн-чăн юмахри пекех туятăн хăвна. Йывăçсем çӳлелле кармашса ӳсеççĕ. Хăшĕ çӳлерех каятпăр теççĕ-ши? Таçта шалта, йывăçсем хушшинче, чарăна пĕлмесĕр шăпчăксем юрă шăратаççĕ. Пĕвере пĕр-пĕринпе ăмăртса шапасем юрлаççĕ.

— Ах, ытла та илемлĕ-çке çуллахи каçĕ. Шăпчăкĕ тата… Мĕнле кăна юрламасть-ши? Итлесе тăранаймастăн вĕт. Киле те кĕрес килмест, — сасăпах калаçрĕ хĕр хăйпе хăй.

Пĕве хĕрринчех пĕр яштака хурăн ӳсет. Ăна çамрăк чухне Елисăн асламăшĕ лартса хăварнă. Асламăшне хĕр ача кăшт çеç астăвать. Ача чухне ун патне час-часах çӳретчĕ-ха. Хăйĕн çепĕç чĕлхипе калаçа-калаçа асламăшне савăнтаратчĕ. Асламăшĕ те мăнукне питĕ юрататчĕ, ăна юмахсем каласа паратчĕ. Çамрăклăхĕ çинчен, пурнăçĕ çинчен каланине те итлеме кăмăллатчĕ хĕр ача. Мăнукне ĕçе юратма, тирпейлĕ, ырă кăмăллă пулма ăс паратчĕ асламăшĕ. Вăл вĕрентни сая кайман. Чăнах та, Елис пур енчен те пултаруллă, ĕçчен, кăмăллă та çепĕç хĕр пулса ӳсрĕ. Урамра ватă çынсемпе те кăмăллăн калаçать, сăмах хушмасăр иртмест. Ача-пăча валли те кирлĕ сăмах тупăнать.

Малалла

«Ватăлатăп-ши е ăсланатăп...»


Ватăлатăп-ши е ăсланатăп —

Килĕшменлĕх ӳсет чунăмра.

Шуррăн курнă — сархайнăн куратăп,

Тĕксĕм курнă — халь çуттăн умра.

 

«Те хытатăп?» — тесе те шутлатăп,

Тирпее-ши вĕрентĕм ку чух? —

Темиçе хут виçсен çех касатăп, —

Телее çеç виçме майĕ çук.

 

Эп шутлатăп, шутлатăп, шутлатăп...

Эп виçетĕп, виçетĕп çич хут.

Анчах мĕншĕн пĕрмай такăнатăп?!.

Тăванпа танлашмасть çичĕ ют.

■ Страницăсем: 1... 276 277 278 279 280 281 282 283 284 ... 796