Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемХуркайăк çулĕТăм ӳкнĕ ирТаркăнАли-паттăрПолк ывӑлӗĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

«Ман алла мĕн тесе чуп тăватăн...»


Ман алла мĕн тесе чуп тăватăн

Кĕç-вĕçех антăхса каясла?

Эх, арçын! Ма кăштах та туймастăн

Кĕç-вĕçех эп тухса каясса?

 

Шеллесен те сана — каймаллах ман,

Мĕне кирлĕ пустуй йăл кулни?

Уйрăлассăм килет. Ан ятла-ха,

Мĕне кирлĕ пире тĕл пулни?

 

Çитĕ. Çитĕ сана. Чарăнан-ши?

Тек мана чуп тума кирлĕ мар!

Хыт амантрăм пулсан — каçаран-ши,

Юрату ман — сана валли мар.

«Санпа чухне йăлтах манаттăм...»


Санпа чухне йăлтах манаттăм,

Ун чух эп пулнă çамрăкрах.

Санпа тĕнче хĕрне каяттăм,

Çывраттăм санăн алăрах.

Халь пурнăçу ытла хавассăр,

Шуралтăн ĕнтĕ çавăнпах.

«Телей пулмарĕ мана сансăр», —

Калатăн пулĕ сасăпах.

«Ман телей — тинĕсре...»


Ман телей — тинĕсре,

Сан ăшшу — хĕвелре.

Тинĕспе хĕвеле майĕ çук пĕрлешме.

Инçетре-инçетре,

Каçпала-ирпеле

Ик чĕре туртăнать пĕр-пĕрин патнелле.

Ыйтман çĕре сăмсуна ан чик


Иванпа Миша — хĕрĕхрен иртсе алла хăвалакан вăйпитти арçынсем. Пĕр-пĕринпе ачаранах туслă пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те, çак Хĕветĕркке ялĕнче çуралса ӳсс, çемье çавăрнăскерсем, пĕрне-пĕри ĕçре те, пурнăçра та пулăшма ӳркенмеççĕ. Акă, хальхинче те, Иван ĕне кĕтӳне кĕтме черет çитес умĕн Миша тусне курчĕ.

— Кĕтӳ черетне кĕтсе ирттерме пулăшаймăн-ши? — ыйтрĕ вăл Мишăран.

— Мĕн калаçмлли? — хулĕсене сиктеркелесе илчĕ лутра пӳллĕ Миша. — Паллах пулăшатăп! Кĕтӳ кĕтнĕ çĕре хăвăнпа пĕрле пĕр кĕленче çуттине çеç илме ан ман. Хăçан кĕтӳ кĕтетĕн?

— Ыран.

Тепĕр кун туссем ĕне кĕтӳне ирех хире хăваласа тухрĕç. Халĕ, акă, ăна вăрман çумĕпе илсе пыраççĕ. Кĕрхи кунхи типĕ курăка çеç çиес килменрен, ĕнесем вăрман енне туртăнаççĕ. Вăрманти çаралнă йывăçсем айĕнче вĕсен çулçисем чăштăртатса выртаççĕ çав, выльăха хăйсене çиме илĕртеççĕ. Шарт! та шарт! тутаркалать пушшипе Миша.

— А-ну, чарăнăр! — кăшкăрать вăл ĕнесене, вăрман хĕрринчен хирелле хăваланă май.

Ĕнесенчен чылайăшĕ хăваланă еннелле пăрăнчĕç пулсан та, темиçĕшĕ пурпĕрех вăрманалла кĕрсе кайрĕç-кайрĕçех. Кĕтӳç те, питне йывăç турачĕсемпе çаптара-çаптара, вĕсен хыççăн чупрĕ.

Малалла

Тăван чĕлхе туртăмĕ


Килсе кĕрсессĕн эп чăваш ялне

Унти çанталăк ăшшăн туйăнать.

Туятăп çывăх ун çыннисене

Тесессĕн: «Аван-и!» — вĕсем мана.

 

Эп хуравлатăп хаваспа: «Аван!»

Манпа пĕр пек чĕлхеллĕ этемме.

Вăл, ма, тесен, манпа юнпа тăван,

Унпа чунран пулать-çке пуплеме.

 

Ăна калайăн калайманнине

Эс уççăн урăх халăх çыннине.

Унпа эс пайлăн хăвăн чунрине,

Пĕлсе сана вăл ăнланассине.

 

Е чăваша курсан эп хулара

Кĕтетĕп вăл та савăнассине,

Ман евĕрех, ăна эп курнăран,

«Аван-и, эс!» — тесе калассине.

 

Магазинра е шавлă метрора,

Тухса кайсан килтен инçе çĕре,

Чăваш сăмахĕ илтĕнсен вара

Тапать хавассăн, хăвăрт ман чĕре.

Ма?


«Аван-и!» — темерĕ, — «Здрасьте!» — терĕ

Тусăн ывăлĕ мана паян.

Унпа эпĕ хамăрлах пуплерĕм,

Хуравларăм чăвашлах: «Аван!»

Кăнн! çеç пăхрĕ те ача чуптарчĕ

Урам тăрăх хăйĕн ĕçĕпе.

Чĕрене çеç темшĕн ыраттарчĕ

Манăнне вăл: «Здрасьте!» — тенипе.

Ачан айăпĕ кунта çук пулĕ:

Хăнăхнă-çке: «Здрасьте!» — вăл теме.

«Аван-и!» — теме эпир те шкулĕ

Вĕрентмен ăна хальччен темме.

«Тавтапуç!» — теме те вĕренмесĕр,

Хăнăхса: «Спасибо!» — калама,

Чăвашла пĕр сăмах та пĕлмесĕр

Пирĕн ачасем ӳсеççĕ ма?

Ĕмĕр-ĕмĕр чăвашла калаçнă

Пирĕн асатте-асаннесем.

Калаçар-и паян та мăнаçлăн

Халалланă евĕр ваттисем!

Яла кайма тухсан


Тăван ял йыхăрать айлăмра.

Эп çулра. Ман аннеçĕм кĕтмест.

Çамрăк чун. Хăрама вăл пĕлмест.

Çурхи кĕвĕ анчах чунăмра.

 

Талпăнатăп вăй çитнĕ таран.

Виçĕ утăм...

Ак, улттă, ак, çиччĕ...

Пĕтĕмпех эпĕ ӳкрĕм тара.

Туртăм пур-тăк, каç кӳлĕм, тен, çитĕп.

 

Чĕркуççийĕм таран сĕлкĕш-шыв.

Çурхи шыв урана пĕçертет.

Юлайсан çакăн хыççăн эп сыв...

Çук-тăк — вутăш кĕлли витерет.

«Эп килнĕ çакă çĕр çине...»


Эп килнĕ çакă çĕр çине

Сире çеç юратма.

Эп килнĕ çакă çĕр çине

Сăпка юрри пулма.

Эп килнĕ çакă çĕр çине

Ачасене пăхма.

Эп килнĕ çакă çĕр çине

Пурне те упрама.

Ан хăйнă пултăр ман умра

Хĕçпе сулкалашма.

Тĕлĕнмелле тĕлпулу


Лиза 17 çулта. Вăл шăрçа пек кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ хитре хĕр.

Яланхи пекех вăл паян каçхине хĕр-тантăшĕсем патĕнчен килне кайма тухрĕ. Вăхăт самаях каçалла сулăннă. Хĕвел те анса ларнă. Юлташĕсемпе паян ытти чухнехинчен ытларах ларчĕ пулмалла. Ара, пĕрре юмах яра пуçласан чарăнма та çук вĕт. Туссенчен уйрăлса та каяс килмест. Килте анне кĕтет тесе çеç васкасах утрĕ хĕр. Çулĕ вăрман хĕррипе иртет. Хĕрĕн чунĕ паян темшĕн вăркать. Темĕнле инкеке е теме систерет тейĕн. Лиза васкарах утма тытăнчĕ. Акă сасартăк йывăç тураттисем чăштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Çил вĕрсе иртрĕ пулĕ-ха тесе хĕр хăйне хăй лăплантарчĕ. Анчах сасă татах илтĕнчĕ, халĕ вăл çывăхрах. Лиза хăраса кайрĕ те чупма тытăнчĕ. Ун хыççăн такам йĕрлесе пынă пекех туйăнчĕ. Чупсан-чупсан Лиза ывăнчĕ. Халĕ нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ, анчах хĕр хăй ăçта çитсе тухнине ниепле те ăнланаймарĕ-ха. Вăл тинĕс хĕрринче тăрать иккен.

— Ăçта-ши эпĕ? Мĕнле майпа эпĕ кунта çитсе тăтăм? Пирĕн таврара нимĕнле тинĕс те çук вĕт-ха. Ку тата мĕн?

Тинĕс çийĕн темĕнле çутăсем выляма пуçăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшаççĕ. Хĕрĕн куçĕ шарсах кайрĕ. Çыран хĕрринчен инçех те мар пĕр пăрахут тăрать. Ун патне кайма çул та пур иккен. Лизăна темĕнле вăй çак пăрахут еннелле туртрĕ. Хай сисмесĕрех Лиза пăрахут ăшне кĕчĕ. Кунта темĕнле юмаха лекнĕн туйăнчĕ. Йĕри-тавра чаплă кавирсем. Кунтах сĕтел тулли апат-çимĕç. Лиза сĕтел хушшине ларса кăшт апат çикелерĕ те канма ларчĕ. Çул çинче ывăннăран пулĕ часах çывăрса кайрĕ.

Малалла

«Çĕкленӳ малалла çул хывать...»


Çĕкленӳ малалла çул хывать,

Тытнă ĕçем вун хут ӳсенет.

Юрăра пур асамлă хăват —

Урăхла эп курап тĕссене.

■ Страницăсем: 1... 277 278 279 280 281 282 283 284 285 ... 796