Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томХĕрес хывнă хĕвелСинкерИлемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

Иртнине каялла çавăраймăн


Иртнине çавăрса илме çук,

Шак хытса пăрпала вăл хупланнă.

Сивĕ пӳрт пек чунри савăк çу,

Çил вĕрсе ăшшине йăлт тустарнă.

 

Парнеленĕ сехечĕ шаккать,

Чăннине ик пая уйăрасшăн

Тăрса юлчĕ веçех аякка,

Мантарсамччĕ эс, Турă, тархасшăн.

 

Çук, иртни каялла таврăнмасть,

Шухă çил пек вĕçтернĕ те иртнĕ —

Пĕлмелле тур çулпа та утма,

Çулĕ пулчĕ тумхахлă та тертлĕ.

Канăçлăх кĕтесĕ


Шурă юр ытамĕнче

Тĕлĕрет çĕршывăм.

Тăван енĕм — пĕр тĕнче,

Сан çинчен ман сăввăм.

 

Чечекленĕн, çĕр-анне,

Çуркунне çитсессĕн.

Чĕнĕн эсĕ хăв енне,

Кăнăçпăх кĕтесĕ.

 

Сар хĕвеллĕ кумсенче —

Çуркунне хыпарĕ.

Шурă тумлă садсенче

Шăпчăк шăрантарĕ.

 

Çитĕп эпĕ сан пата,

Чунтанах кĕтетĕп.

Пур-ши сан пекки татах,

Маншăн çук, пĕлетĕп.

«Çунашкана вăйпах туртатăп...»


Çунашкана вăйпах туртатăп,

Çак михĕре — шалу укçи.

Çан тавăрса чуста çăратăп.

Пур çăкăр... Килĕм-йышăм, çи!

 

Ача-пăча канфет çиесшĕн

Е ас тивесшĕн кăлпасси.

Тата ăçта çитсе килес-ши?

Шараçăн пулĕ-ши усси?

 

Турри парсан, татах, тен, пулĕ —

Е çăнăх парĕç, е песук?

Шăвать çуна... Пуяншăн — кулă,

Ăс-тăншăн — пĕтсе çитнĕ сум.

Ырă чунлă чиперкке


Манăн асанне пур. Вăл Кĕтерне ятлă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпир унпа яланах шăкăл-шăкăл калаçса ларатпăр. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл тем тĕрлĕ юмах та, тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те, тем тĕрлĕ халап та пĕлет. Çывăхри вăрман çинчен, улăх-çаран çинчен, шыв-шур çинчен нумай каласа кăтартнă вăл мана. Хальхинче вара сăмах-юмах кӳлĕ çинчен пулчĕ.

Асанне çуралса ӳснĕ ялтан инçех мар пĕр çавра кӳлĕ пулнă. Çав кӳлĕ çинчен халăх хушшинче темĕнле халап та çӳренĕ. Асанне илтнĕ тăрăх, çав кӳллĕн шăп варринче пĕчĕк утрав пулнă. Ун çинче сăмахпа каласа пама май çук тĕлĕнмелле хитре чечек ӳснĕ. Çав чечек çинче хĕп-хĕрлĕ виçĕ çырла илĕртсе ларнă. Анчах та пĕр çырлине те никам та татса илме хăяйман.

Пĕррехинче пĕр чухăн старик хăйĕн йывăр хуйхине пусарас тесе нимĕн тума аптранипе кимĕ çине ларнă та утрав çинелле çул тытнă. Çак ырă кăмăллă мучие ялта пурте хисепе хунă, хăй те çынсене нумай пулăшнă. Анчах та хăйĕн инкек сиксе тухсан пĕр çын та пулăшма пултарайман, мĕнле пулăшмаллине пĕлмен. Мĕншĕн тесен унăн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне тухтăрсем те, ялти карчăк-сиплевçĕсем те сыватайман. Чирĕ вара кашни кунах амаланнă, чипер хĕр ача начарланнăçемĕн начарланса пынă. Нинукăн ашшĕпе амăшĕ те чире пулах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Унтри мучи мăнукне çухатасран хăрать, ăна епле те пулсан сыватасшăн çунать. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, пĕртен-пĕр савăнăçĕ унăн вăл.

Малалла

Ан ман


Чăваш ачи тени вăл

Ан мантăр хăй камне,

Атте-аннен хĕр-ывăл

Ан çĕрттĕр йăх ятне.

 

Ача-пăча ӳссессĕн,

Вĕçсессĕн инçене,

Кирек ăçта çитсессĕн,

Чун турттăр кил енне.

 

Тăван çĕртен тарсассăн

Пулатăн эс пуçтах.

«Анне» теме мансассăн

Юлан ăспа чăлах.

Ан кала сив сăмах


Тус-тăванă çинчен

Ан кала ӳлĕмрен

Пĕр киревсĕр сăмах.

Эсĕ, мĕншĕн тесен,

Ĕмĕрне ирттерен

Пурпĕр çав тăванпах.

Тăван ял çыннине,

Ваттине-вĕттине

Чĕререн хисепле.

Ан харкаш çавăнпа

Нихăçан эс унпа,

Пурăн туслă, пĕрле.

Пулăш эс чăваша,

Тăр унпа юнашар:

Вăл вĕт саншăн — тăван!

Аллуна ăна пар,

Йăнăшсан та — каçар,

Тус пул уншăн ялан.

Çĕршывăма


Сĕм-сĕм тарăнлăхран

Чĕнетĕн эс мана.

Пуç кăшăлĕ çыхан,

Тăсатăн аллуна.

 

Эп пур — чупса, вĕçсе

Касатăп тĕнчене.

Калаймăп, тĕпчесен,

Хам мĕн шыранине.

 

Кĕтсем мана, ĕнен:

Манман эп юррăма.

Хĕвел пек — хал çитсен!

Эп тухăп сан ума.

 

Вара чун çунатне

Çупăрласан шур юр,

Калатăр ывăлне

Ман халăхăм: «Эс — пур!»

«Çĕршывăмçăм! Эпир халь — вăрăсем-çке!..»


Çĕршывăмçăм! Эпир халь — вăрăсем-çке!

Мана эс çарататăн, эп — сана.

Чи хаклă тенисем таçта çĕтеççĕ,

Те тамăк, те çăтмах теес çакна?

 

Сана куçран пăхма та шикленӳллĕ:

Пăч тĕттĕм пушлăх çеç сан куçунта.

Ялав çунать халь, мĕн-ши пулĕ ӳлĕм?

Ялавăн кĕлĕ шурлăхра путать.

 

Темле кичемлĕх чуиăма кăшлать те

Ӳт-пӳ нушаланать ыратупа.

Эп вĕçĕмсĕр пĕр шухĕш шухăшлатăп:

Ыран мĕн пулĕ-ши санпа, манпа?

Ылхан кӳлли


Хурăнкас ялĕ — пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кӳлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кӳлли теççĕ. Çав кӳлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çӳреççĕ. Çак тарçăсем — питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.

Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?

Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.

Малалла

Мухмăр


Пит çинчи сухала эп хырмарăм,

Паяна шутласан — ик эрне.

Эрех ĕçрĕм, тумлак çывăрмарăм,

Çиме мантăм каçпа, ирхине.

Çавăнпа пуль пит-куç тĕксĕмленчĕ,

Сысна шăрчĕ пек ӳсрĕ сухал.

Кĕсъере те пушанчĕ ман енчĕк,

Урара çук пĕр чĕптĕм вăй-хал.

Алăсем кăлтăр-кăлтăр чĕтреççĕ,

Тытаймаççĕ вĕсем апата.

Тапать вăйсăррăн мĕскĕн чĕреçĕм,

Тăпăр-тăпăр туса, кăкăрта.

Ах, ухмах эпĕ! Мĕншĕн-ши тытрăм

Пурнăçри пирвайхи черккене?

Хам сисмесĕр чунпа ма-ши хытрăм,

Килĕштертĕм эрех йӳççине!?

Акă, халь мухмăрпа аптăрарăм.

Çынсем, парăрччĕ хуть пĕр черкке!

— Алкоголик! — янрать манăн арăм,

Курсанах килте пуш енчĕке.

■ Страницăсем: 1... 274 275 276 277 278 279 280 281 282 ... 796