Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренЯл калавĕЫтла та вăрттăн юратуКатӑлнӑ уйӑхХура çăкăрСуя телейÇăлтăрчăксем

«Çур хĕвелĕ шевлелетнĕ...»


Çур хĕвелĕ шевлелетнĕ

Йăрăс яхтă вуллине

Сан хĕрлӳк пуçу мĕлтлетнĕн

Куртăм эпĕ ирхине.

 

Чăтлăхра аташнă çил çеç

Çĕклентерчĕ-тĕр ăша,

Ахăр, тĕлĕксем пуль килчĕç

Ман пуçа, ман шухăша.

 

Сан сăну асра ан юлтăр,

Кайтăр тĕпсĕр манăçа

Тейĕп те — сăмахăм пултăр —

Урăх шанмăп хам куçа!

 

...Ӳлĕмрен курас пулсассăн

Хĕрлĕ, хăмăр, сар тĕсе

Шухăшлăп çавах хавассăн

«Шурă тĕслĕ вăл» тесе.

 

1963, çу 15, 17.

Пăчăрлă Пашьел.

«Хĕл илемĕ чăлтăр шурă...»


Шура йăмăкăма

 

Хĕл илемĕ чăлтăр шурă,

Хăв та шурăччĕ йăлтах.

Çавăнпах-тăр кăмăл турăн

Шур упа пек турата.

 

Ун чухне вăрман турачĕ

Çăмламасчĕ ман пекех.

Çил-тăман вăл кăларатчĕ

Кăшт пырса тивсессĕнех.

 

Шур тасалăхăн пичечĕ —

Иксемĕр ăмсаннăран —

Халĕ çĕмĕртсем çинче çеç

Упранайнă хушăран.

 

Юлашки çеçкийĕсем те

Тăкăнаççĕ ерипен.

Тен, эсех тухса силленĕ,

Урăххи ал хывнă, тен.

«Катăк пуртă...»


Катăк пуртă,

Тутăх лум.

Хытă çыртăк.

Çĕтĕк тум.

 

Выçса кайрăн —

Хуп кăшла.

Пуçна тыт та —

Шухăшла:

 

Чăштăр чаштăр

Сĕм вăрман —

Кам халь кашкăр,

Çав — пуян!

 

Хӳрем татăк,

Эп — куян:

Эс вăрлатăн —

Эп курман!..

 

3.01.1963.

Асанкасси, Шăмăршă.

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке


1

Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пӳртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле cехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрас тенĕ йытă туйăмĕ ăна канăç паман. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура, сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе перĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ӳчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут «пĕсмĕлле!» тесе сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури пăтĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вăл хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам пуçĕпе юра тĕкĕнсе ӳпне выртнă, унăн туллатнă кĕрĕкĕ çинче, çутă пăнчăсем пулса, çаврака йĕс тӳмесем йăлтăртатнă... Ку тӳмесене апăрша Тихха лайăх астунă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне ăна пĕрре кăна хăртман: «Эсĕ çак тӳмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.

Малалла

«Шăпа урхамахĕ çук пĕлĕт çинче...»


Шăпа урхамахĕ çук пĕлĕт çинче,

Ăна утланма та, кӳлме те пит йывăр.

Этем ăраскалĕ çӳл ту тăрринче,

Унта утмалли çулĕ-йĕрĕ те тăвăр.

 

Епле шырасан та телей-ăраскал,

Кашни çын çӳл ту тăррине хăпараймĕ.

Телей пулмасан пурнăç пымĕ кал-кал,

Шăпа-урхамах чĕлпĕрне çын тытаймĕ.

 

Туссем, пурпĕрех пуçсене усар мар,

Ĕçлер те ĕçлер, кулянни хыçа юлтăр.

Кашни çутă куншăн чунтан савăнар,

Телей-ăраскал тупăнни çакă пултăр.

 

11.03.07

«Чунпа чухăн çыншăн тĕнче те пит чухăн...»


Чунпа чухăн çыншăн тĕнче те пит чухăн,

Курма вăл пĕлеймĕ тĕнче илемне.

Чуну пуян чух çеç пуянлăх эс пухăн,

Эс курăн тăванлăх епле хитрине.

 

Укçа-тенкĕ мар вăл этемшĕн пуянлăх,

Пуянлăх этемлĕхшен тунă ĕçсем.

Укçа пуррине чапа тухăн паянлăх,

Ыран тăрса юлăн çара çерçи пек.

 

Кашни ыр ĕçе нимĕнпе те виçеймĕн,

Вăл ĕмĕрлĕх пурлăх, пуянлăх сана.

Чунпа чухăн çын çакна пурпĕр пĕлеймĕ,

Виçи унăн ылттăн та кĕмĕл кăна.

 

Чунпа пуян çыннăн ыр ĕç нумай пулĕ

Вăл çыншăн, этемлĕхшĕн парĕ чунне

Ун ячĕ историре ĕмĕрлĕх юлĕ,

Çĕршывăмăр манмĕ ун ĕçĕсене.

 

18.03.07.

Чăхсене те култарать


Коля тухрĕ картишне

Чăхсене апат пама.

Темĕн пулчĕ лешсене —

Тытăнчĕç ахăлтатма.

Вăт-тăк Коля пултарать,

Чăхсене те култарать:

Ун пĕр уринче çăматă,

Тепринче — резина атă.

Курнă та çакна автан,

Акă, тăрăхлать кăна:

— Эсĕ çĕлĕк вырăнне

Чашăк ларт-ха пуç çине.

Тăхăн юбка... Шăлавар —

Кирлĕ мар,

Ăна хывар.

Кай вара çапла шкула —

Ай-ай мыскара пулать!..

Коля пек тирпейсĕрсем

Сирĕн çук-и, тусăмсем?

Касран каса çӳресе


Юратрăм харăс ик хĕре —

Пĕлмерĕ канăçа чĕре.

Пĕрне йăпатрăм çурçĕрччен,

Чуптурăм теприне ирччен.

 

Кил çук кушак пек, çĕр каçа

Çӳрерĕм эп касран каса.

Ĕнер ирпе ик хĕр пĕрле

Килсе те кĕчĕç ман киле.

 

Ик куç тулли ик хура хĕр

Хăшне калас:

— Эс тух! Эс кĕр!

Ик арăмпа ман пĕр пӳртре

Пурнассинчен хăрать чĕре.

 

Усал хылар утпа çӳрет,

Ялйыш пĕлсен, пит-куç пиçет.

Атте-анне, ах, сисиччен,

Мĕнле хăпас ку хĕрсенчен!

 

Тăр-тăр сиксе чĕтрет шăмшак

Мĕн тумалла! Унччен-и ак...

Çат! çупрĕç те мана питрен,

Хĕрсем тасалчĕçĕ пӳртрен.

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке


1

Пăрланнă çăпатисемпе шаплаттарса, Иркка чупса çитрĕ, шӳрпе шăрши сарăлнă пӳрте раштав сивви илсе кĕчĕ.

— Анне, анне, — терĕ вăл, сывлăшне çавăрмасăрах, — Вилюксен стутенси килнĕ. Эпĕ Вилюксем патне кайса курам-и?

— Халь килчĕ-и? — ыйтрĕ тĕпел кукринчен апат пĕçерекен амăшĕ.

— Халь килчĕ. Пар лашапа. Ямшăкĕ лапсăркка тăлăп тăхăннă. Пӳрте кĕрсе тăмарĕ, укçине илчĕ те каялла вĕçтерчĕ.

— Тин килчĕ пулсан, чăрмантарса ан çӳре, хĕрĕм. Вăл шăннă та пулĕ, килте калаçмалли те нумай-тăр.

— Çук, стутенсă шăнман вăл. Унăн та тăлăпĕ лапсăркка. Çуна çинчен анчĕ те тăлăпне йӳле ячĕ...

Турăш кĕтесĕнче кĕнчеле арласа ларакан аппăшĕ йĕрĕлчеллĕ йĕкине пĕтĕрме чарăнсах кулса ячĕ:

— Пирĕн Иркка пурне те курать вара. Каснă-лартнă хыпар хутаçĕ ĕнтĕ.

— Чăнах, аппа! Тăлăпне йӳле ячĕ те — тумтирĕ хура пуставран çав, умĕнче икĕ рет çап-çутă тӳме. Картузĕ какартлă.

Ку сăмахсене вара Иркка аллисемпе хăлаçлансах каларĕ.

— Ан чăрмантарса çӳре вĕсене, — терĕ амăшĕ.

— Анне, эпĕ пĕччен кĕместĕп. Хамăр кас ачисем пурте кĕретпĕр, терĕç.

Малалла

«Шыв-шур та, вут-хĕм те пĕр евĕр...»


Шыв-шур та, вут-хĕм те пĕр евĕр —

Хастар çынсене çеç савать.

Хавшак-тăк чуну — шыва ан кĕр:

Сив юхăм туртать те анать.

 

Эп куртăм пĕр хĕр Атăл урлă

Хăюллăн ишсе каçнине.

Сăнарăм, ăмсантăм, пил хутăм,

Чунтан ырă сунтăм хăйне.

 

Вут-хĕм те, шыв-шур та пĕр евĕр —

Маттур çынсене çеç савать.

Хавшак-тăк чуну — вута ан кĕр:

Вут-çулăм хуплать те авать.

 

Шанатăп, çав хĕр çулăм витĕр

Пĕр шиксĕр пырать — чĕн кăнă.

Сăнарăм, мухтарăм. Ман

илĕм Пин хут хăват патăр ăна.

■ Страницăсем: 1... 254 255 256 257 258 259 260 261 262 ... 796