Чăвашлăхпа
Чăвашлăхпа эпир илемлĕ,
Чăвашлăхпа эпир ансат,
Чăвашлăхпа эпир çĕкленнĕ,
Чăвашлăхпа эпир хăват.
Чăвашлăхпа эпир хунавлă,
Чăвашлăхпа эпир хастар,
Чăвашлăхпа эпир туптаннă,
Чăвашлăхран тухать тымар.
Чăваш ачи, мĕн пĕчĕкрен
Çавна эс пĕл те пул ĕçчен.
Пул эс хастар, пул эс хăват.
Пирте вăл иксĕлми ăрат.
Çирĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнчи хурлăхлă чăвашăн хӳхлевĕ
Вĕрентекенĕме
Иосиф Дмитриева.
Атăл урлă каçмасан чăваша ăс кĕмест.
Ваттисем ăнланса илнинчен.
Атăл урлă каçрăмăр.
Ăсланмарăмăр.
Çичĕ ют кулли пулма пăрахмарăмăр.
Атте-анне пехилне асран ямарăмăр.
Пĕрне-пĕри савма, пулăшма манмарăмăр.
Анчах
Пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхмарăмăр.
«Çыхман çапă — шăпăр мар» текелерĕмĕр.
Хамăр
«Çыхман çапă» пулнипех
Ĕмĕрсем ĕмĕрлерĕмĕр.
Ĕнтĕ тӳсрĕмĕр, ĕнтĕ чăтрăмăр.
Усалпа усал пулас темерĕмĕр.
Ухмахпа ухмах пулас темерĕмĕр.
Ыррине пула йăваш пултăмăр.
Вăхăтне кура «йăваш» ятăмăр
Тӳрре тухрĕ-тĕр, тĕрĕс пулчĕ-тĕр.
Урăхла каласан, çичĕ ют пире
Пĕр чăваш юлми пĕтеретчĕ-тĕр.
Шăпине кура ухмаха пени
Тĕрĕс пулчĕ-тĕр, тӳрре тухрĕ-тĕр.
Урăхла каласан, çичĕ ют пиртен
Сивĕ кĕл кăна хăваратчĕ-тĕр.
Тĕлĕк
Ачалахри тусăма — Алим пиччене.
Хавхавлă вăхăт. Юнлă хĕç çурта
Илсе кĕреççĕ.
Вăрçă! Ав йĕкĕтсене
Кавал чĕнет. Тăшман таçтан-муртан
Каллех килет, пĕтерес тет чăвашсене.
Кĕрлет хăрушă вăрçă таврара,
Тăшман тискер, кĕрет, ав, тапăнса:
Чăн Улăп пултăм эп çапăçура,
Анчах ӳкетĕп йывăр аманса.
Эп вилтĕм.
Çук, ку ман маттур ламттай,
Вăл ӳкнĕ чух, тен, курнă пуль мана.
Тăван çĕрпе вăл сывпуллашнă май
Пехил парса хăварнă пуль мана
Тăван çершывшăн паттăр кĕрешме,
Чăвашлăха та халăха хăй пек савма,
Яш-кĕрĕме малтан-мала чĕнме,
Маттуррисем çинчен чи лайăх юрă хайлама.
Ун вилтăпри çинче — чулпалăк-чулюпа,
Ман чун, ман шухăш пĕрмаях кунта,
Историе виçетĕп эп унпа,
Пуласлăха йăлтах хуратăп эп унта.
Тĕлĕкĕмре истори вуланать,
Пыратăп йĕрлесе эп хамăн тымара.
Кашни самант асра халь упранать,
Мăн ламттайсем çӳреççĕ, ав, пуласлăхра.
«Ытарайми чăвашлăх...»
Ытарайми чăвашлăх
Çеçен хирте çӳрет.
Пĕр тулхăрать йăвашшăн,
Пĕр вирхĕнсе иртет.
Ытарайми чăвашлăх
Сĕм вăрманта сĕрлет:
Хунавлăн йыш хушасшăн
Хĕлле те ешерет.
Ытарайми чăвашлăх
Шыв айĕнче шĕвет:
Малашлăхне тупасшăн,
Аваллăхне тĕпчет.
Ытарайми чăвашлăх
Çĕр тĕпĕнче кĕрлет:
Хăватлă вăй пухасшăн
Тăпăртатса илет.
Ытарайми чăвашлăх
Çӳл тӳперен чĕнет:
Тăван та тус пуласшăн
Ыр пиллĕхне сĕнет.
Эп чăваш...
Эп — чăваш. Хамăн халăх ятне
Куç пек сыхлăп, вăл — ман вăй-хăват
Ăсансассăн та Турă патне,
Чăвашлах шăрантарăп сăвва.
Эп — чăваш. Çавăнпа чĕлхене
Çӳпĕлемĕп, — вăл пултăр таса.
Упрăп Яковлевăн халалне,
Кĕçтенттин умра пырĕ утса.
Эп — чăваш. Мĕн тума пытарас?
Ытти халăхсемпе пĕр танах.
Çӳрĕп-и Мускавра, Парижра —
Чухăн темĕн пуçри ăс-тăна.
Эп — чăваш. Юрату чĕрере
Кĕл чечек пек сарсан çеçкине.
Пĕрре савăп та сарă хĕре,
Сыхлăп ĕмĕрлĕх çуртăм чысне.
Эп — чăваш. Çавăнпа кил-йыша
Нихăçан аркатма шутламан.
Ваттисен пилне хывнă ăша.
Пуррине çук туман, салатман.
Эп — чăваш. Çавала, Атăла
Яланах курса тăрăп умра.
Çук, пăтратмăп ĕçес тăр çăла, —
Тăван çĕр пулăхне вăл упрать.
Эп — чăваш. Вăрмансем, улăхсем
Ларччăр лăпкăн кăна хумханса.
Эп — чăваш. Малаша ĕненсе
Халь утатăп хастаррăн пусса.
«Çуркунне хĕрсем вăййа тухмаççĕ...»
Çуркунне хĕрсем вăййа тухмаççĕ,
Çухалать иккен чăваш йăли.
Ваттисем кăна вăййа манмаççĕ,
Асилӳ упраççĕ мăнуксем валли.
Çухалсах пырать çапла чăвашлăх,
Куляну хуплать чун-чĕрене;
Халăхра сӳнсе пырать хаваслăх,
Тунсăх хупăрлать чăваш çĕрне.
Ах, юратнă халăх, савнă халăх,
Ман мĕнле-ха пулăшас сана?
Эпĕ — юрăç.
Юрă савăнмалăх
Парнелес теп кашни кун сана.
Ах, тата мĕскер тăвас-ха манăн
Пулăшмашкăн савнă халăха?
Юррăмçăм, çĕн вăй тупса хаваслăн
Ертсе кай пире пуласлăха...
01.04.2007.
Чăваш хăйне хăй пĕр патша...
Чăваш хăйне хăй пĕр патша.
Ку — мăн кăмăллăх.
Мухтанчăклăх мар.
Çак шухăша
Хывса ăша
Пăхатăп малаша...
Чăл-пар
Çавăнпа саланмасть манăн халăх, —
Чăмăртаннă вăл çирĕп, яланлăх.
Ырă çынсемшĕн ун хатĕр юр-вар,
Чĕрере упранать тăванлăх.
Ĕмĕрсем урлă хăй чĕлхине,
Юррине,
Тĕррине,
Сăпайлăхне,
Ĕçченлĕхне
Çак тарана çитернĕ, сыхланă.
Ăна хуптĕрленĕ, аркатнă,
Вăл — аталаннă.
Ахальтен-и чăваш —
Улăпсен йăхĕнчен?!
Çавăнпа чăваша хисеплет пур тĕнче.
Вăтăрсан та — эпир çухалман,
Пусмăрта та кашни пухнă пурлăх.
Вăй-хал илнĕ тăван Атăлран,
Пусарайман нуша-хурлăх.
Чăваш янă пит тарăн тымар,
Çавăнпа хунасах тăратпăр.
Пире пĕр халăх та, пĕлĕр, ют мар,
Сăмах панă тăк — çирĕп тытатпăр.
Чăваш хăйне хăй пĕр патша...
Çак каларăша
Хамăр чун варринче сыхлатпăр.
«Хăçан килет-ши Чăваш-паттăр...»
Хăçан килет-ши Чăваш-паттăр,
Хăçан çĕклет-ши савнă халăха?!
Мĕн-ма, çынсем, чăвашлăхран хăратăр,
Курмастăр-им умри пуласлăха?!
Умра сем тĕттĕм каç, умра, ав, нишлĕх,
Чăвашлăх таптанать куштанлăхпа.
Эпир мĕн тунине пуласлăх ишĕ,
Çĕн, хуçасем туслашĕç çуклăхпа.
Пĕлеп: вĕсемшĕн çук нимле сăваплăх,
Чунне сутаççĕ шуйттана вĕсем.
Пирпе пиеленсе пытанчĕ чăнлăх,
Ман чун çинче ташлаççĕ тăшмансем.
Вĕсемшĕн ылттăн пулчĕ халĕ турă,
Вĕсен саккунĕ — пушă, саламат.
Вĕсен усаллăхне хăçан Чăн Турă курĕ,
Тытса хăçан тĕп тăвĕ хăямат?!.
Йĕрет ман Лира, макăрать ман Муза,
Шыв юххи пек юхать куçра кусçуль.
Анчах, тăван, парать-ши çакă усă,
Тен, пирĕн хĕç-чукмар тытмалла пуль?!.
Сана кĕтетпĕр, çĕнĕ Чăваш-патгăр,
Çĕкле пире чăвашлăх сыхлама.
Мĕн-ма, туссем, пуçлăхсенчен хăратăр,
Тен, вăхăт вĕсене кучĕсенчен тапма...
01.08.2007.
Чăваш пулса...
Чăваш пулса, кĕрешĕве çĕкленнĕ
Мăн ламтайсем чылай çул каялла,
Чăваш пулса, тем чухлĕ ĕмĕтленнĕ
Çĕнсе юта, тупма ăраскала.
Чăваш пулса, пуласлăхшăн кĕрешнĕ,
Çĕкленĕ тӳпене чăвашлăха.
Чăваш пулса, тамăрсемпе пĕрлешнĕ,
Пуласлăх панă савнă халăха.
Чăваш пулса, йăла-йĕрке упранă,
Уявсенче те савăннă чунтан;
Чăваш пулса, тăванлăха упранă,
Йăх-шыв чапне яман сĕм авалтан.
Чăваш пулса, чĕлхемĕре упранă,
Тăван чĕлхемăр пулнă чăн сăвап.
Чăваш юррисене савса юрланă,
Паян та эп вĕсемшĕн кĕлтăвап.
Чăваш пулса, эпир телей шыранă,
Саркун çĕршывĕ, тен, пур пуль тесе.
Чăваш пулса, тăшмансене тылланă,
Телей тупассине ĕмĕтленсе.
Кашни терте, хĕн-асапа çĕнтернĕ
Чăваш çынни пулса чăн-чăн чăваш.
Ахальтен мар хăйне «чăн чăващ» тенĕ
Нихçан ниме те парăнман чăваш.
Чăваш пулса, чăваш, ав, парăнтарчĕ
Çӳл тӳпене те чăн-чăн улăпла.
Эппин, туссем, нихçан та манас марччĕ
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...