Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑлавҫӑсем

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта путакан икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗр арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Анчах вӑл юраман вырӑна кӗрсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Телее, иртсе пыракан ҫынсем ӑна асӑрханӑ та часрах ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.

39 ҫулти хӗрарӑм вара шыва кӗме юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ. Ӑнсӑртран путма пуҫланӑ, юрать-ха, ӑна Андрей Александров матрос-ҫӑлавҫӑ пулӑшнӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларнӑ та ӗҫтешӗ Михаил Даудов кимӗпе киличчен тытса тӑнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем патне илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14062
 

Хулара
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарта иртен-ҫӳрен ача макӑрнине илтнӗ те ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ача сасси 8-мӗш хутран илтӗннӗ.

Вӑл килте пӗчченех юлнӑ иккен. Ӑна пиччӗшӗ пӑхнӑ, анчах каҫхине урама тухнӑ. Хӗрачан телефонӗ сӳнсе ларнӑ та вӑл хӑранипе макӑрма тытӑннӑ, чӳречене уҫнӑ.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Алексей Петров автопусмапа хӑпарса хваттере балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсем асламӑшне (е кукамӑшне) пӗрле кӗтсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9043?single
 

Пӑтӑрмахсем

Паян каҫхине Сӑр юханшывӗнче 69 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.

Арҫын Етӗрне округӗнчи Стрелецки ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл Етӗрне хулине килсен Сӑр юханшывӗнче шыва кӗме шутланӑ. Анчах, шел те, ку инкекпе вӗҫленнӗ.

Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9041
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм Атӑл урлӑ ишсе каҫас тенӗ. Анчах вӑл ним мар инкеке лекме пултарнӑ. Хӗрарӑм тӗрлӗ пӑрахут ҫӳрекен вырӑнта ишсе каҫма хӑтланнӑ.

Хӑйне хӗрхенмен тата упрама пӗлмен ҫынна Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Катерпа пыраканскерсем хӗрарӑм патне васкаса ҫитнӗ, ӑна ҫыран хӗрне илсе тухнӑ, апла хӑтланма юраманни пирки ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти Короленко урамӗнчи хваттерте икӗ каччӑ чутах тӗтемпе наркӑмӑшланман. Вӗсем каҫхине питӗ вӑйлӑ ҫывӑрнӑ: газ плити ҫинче вара кастрюль мӑкӑрланнӑ. Каччӑсем алӑкран шакканине те, ӑна болгаркӑпа ҫӗмӗрнине те илтмен.

Чӳречерен тӗтӗм тухнине кӳрши асӑрханӑ. Алӑкран шакканӑ — никам та уҫман. Вара вӑл 112 номерпе шӑнкӑравланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ чухен те каччӑсем ҫывӑрнӑ. «Эу! Вӑранӑр! Ҫунатпӑр!» тесен ҫеҫ вӑраннӑ. Малтанах мӗн пулса иртнине ӑнланман, кайран ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ.

Каччӑсем каҫхине газ плити ҫине апат пӗҫерме лартнӑ та хӑйсем ҫывӑрма выртнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
Крымри Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Крымри Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Крымра ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫухалнӑ туриста, дайвера, тупнӑ. Анчах, шел те, виллине кӑна.

Каччӑ дайвинг вӑхӑтӗнче ҫухалнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине 90 ҫухрӑм тӑршшӗ тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех 50 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑкра шыранӑ. Тепӗр 20 кунран каччӑ виллине бухтӑра тупнӑ.

Каччӑ ашшӗпе пӗрле каннӑ. Ывӑлӗ ҫухалнине курсан арҫын ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем шыранӑ чухне вӑл ҫавӑнтах пулнӑ, шанчӑк пулмасан та шырава хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти Пристанционнӑй урамра пушар пулнӑ. Унта вырнаҫнӑ пластик пӑрӑхсем туса кӑларакан завод ҫунма тытӑннӑ.

Пушар пирки хыпар ҫӑлавҫӑсене 12 сехет те 50 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна 25 специалист тата 8 техника пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм 250-а яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Заводпа юнашар пысӑк электричество станцийӗ, бензин тата газ заправкисем, тӗрлӗ производство вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах тата вӑрман та пур.

 

Республикӑра

Виҫӗ кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ пулсан та Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пулнӑ паян. Вӗсене Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Аксарин ялӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.

Пулӑҫсене пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пӗри шыва кӗрсе ӳкнӗ.

Пулӑҫсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсем патне ҫӑлавҫӑсем килнӗ.

 

Хулара
vzsar.ru сайтри сӑн
vzsar.ru сайтри сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, 17 сехетре Шупашкарти ГЭС ҫывӑхӗнче ҫӑлавҫӑсем ҫынсем инкек пулнине хунарпа ҫутатса пӗлтернине асӑрханӑ. Икӗ арҫын пулӑ тытнӑ чухне пӑр катӑлнӑ та ишме пуҫланӑ иккен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене пӑр ҫинчен илсе ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ. Арынсем – Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Шупашкартан.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74433
 

Персона
«Грани» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
«Грани» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Александр Волков ҫӑлавҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав службине чылай ҫул ертсе пынӑ.

Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Волкова кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Александр Волков республикӑн тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи шутланнӑ. Хисепле ҫак ята ӑна 2008 ҫулта панӑ. Хӑй вал Мари Элтан. Унти пел ялта 1956 ҫулта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта водолаз пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть