Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
wallpapers.com сайтри сӑн
wallpapers.com сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ те ҫумӑр ҫума пуҫлӗ.

Кӗҫӗр 9-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара 23-28 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енчи округсенче ҫумӑр ҫума пултарать.

Тунтикун ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун шӑрӑхланӗ, анчах каҫ енне каллех уҫӑлтарӗ. Ытти кун 22-27 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 15-17. Эрнекунччен кашни кун тенӗ пек аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, шӑрӑх та кӑштах чакӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнери ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ.

Кӑнтӑрласерен – 22-27, ҫӗрелсерен 12-17 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ. Эрне тӑршшӗпех атмосфера пусӑмӗ кӑштах пӗчӗкрех пулӗ.

Эрне вӗҫӗнче вара, утӑ уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче, ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, шӑрӑх ҫанталӑк уйӑх вӗҫӗнче таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, ку эрнере тинех шӑрӑх пулӗ. Термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта — 35 градус таранах.

Паян каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ыран вара 24-29 градус таран ӑшӑтӗ. Чи шӑрӑх кунсем кӗҫнерникунпа эрнекун пулӗҫ. Ун чухне ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче каллех кӑшт сивӗтӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, хальхинче – уяр, ҫумӑрсӑр. Ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 11 тата 15-мӗшӗсенче ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх кунсем виҫҫӗмӗш декадӑра татах таврӑнӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑра вара кӑнтӑрласерен 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 15 градус. Ку – утӑ уйӑхӗнчи норма. Чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Типӗ ҫанталӑк пуласран хӑрамалла мар – хушӑран аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫукалӗҫ. Пӗтӗмшле илсен, утӑ уйӑхӗ климат нормипе килӗшсе тӑрӗ е кӑштах сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӑҫан ҫумӑр ҫума чарӑнӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗвел тухӗ. Ытларикун вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланма пултарать.

Юнкун тата кӗҫнерникун республикӑра ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ. Эрнекун уяртӗ. Канмалли кунсенче те уяр ҫанталӑк тарӗ, 19-24 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес тунтикун каллех вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн тинех ҫуллахи шӑрӑх килӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр кӑштах тӑхтав туса илӗ.

Паян ҫумӑр ҫукалӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил те вӑйланӗ. Шӑматкун та ҫил лӑпланмӗ, пӗлӗтлӗ пулӗ. Каҫхине ҫил лӑпланӗ, ҫӗрле 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Тунтикунран вара ҫумӑр пуҫланӗ. Атмосфера пусӑме 730 мм таран анӗ, кун пекки ҫӗртме уйӑхӗнче 20 ҫул пулман. Ҫавна май эрне варриччен ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил вӑйланӗ.

Кӗҫнерникун тата эрнекун хӗвел тухма тытӑнӗ. Ҫумӑр утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫума чарӑнӗ, 21-23 градус ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 25-30 градус ӑшӑ утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫнелле пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӑҫан ҫуллахи ӑшӑ таврӑнать? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тунтикунпа ытларикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Паян ҫил ҫурҫӗртен вӗрет, ыран кӑнтӑр енчен пулӗ, ҫавна май хӗвел ҫинче 25-30 градус ӑшӑ туйӑнӗ.

Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ, ҫил вӑланӗ. Кӗҫнерникун та ҫумӑрсӑр пулмӗ. Эрнекун вара ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх ҫук.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ. Июлӗн иккӗмӗш ҫурринче шӑрӑх хуҫаланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика кунӗнче лайӑх ҫанталӑк пулӗ. Паян вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, шӑматкун вара - кунӗпех.

Вырсарникун уярт анчах ҫиллӗ пулӗ. Кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле – 8-13. Тунтикун та ҫавӑн пекех ҫанталӑк пулӗ.

Ытларикун, Республика кунӗнче, хӗвеллӗ пулӗ, 18-23 градус таран ӑшӑтӗ. Кун пек ҫанталӑк чӑннипех те уявра савӑнма питӗ лайӑх.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере канмалли кунсенче тата вӑйлӑрах сивӗтӗ. Хальлӗхе синоптиксем утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче те ҫантлӑк савӑнтармассине калаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫулла ҫумӑр ҫусах тӑрать. Синоптиксем унсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.

Паян та, ыран та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун кӑна уяр пулӗ. Эрнекун каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ҫӗрле пушшех те вӑйлӑ ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле кӑнтӑрла 12-17 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Шӑматкун ҫӗрле термометр 6-8 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫумӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика кунӗ те, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ, ҫумӑрсӑр иртмӗ. Ҫуллахи 25-30 градус ӑшӑ уйӑх вӗҫӗнче кӑна таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫулла ҫумӑр ҫусах тӑрать. Синоптиксем унсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.

Паян та, ыран та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун кӑна уяр пулӗ. Эрнекун каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ҫӗрле пушшех те вӑйлӑ ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле кӑнтӑрла 12-17 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Шӑматкун ҫӗрле термометр 6-8 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫумӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика кунӗ те, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ, ҫумӑрсӑр иртмӗ. Ҫуллахи 25-30 градус ӑшӑ уйӑх вӗҫӗнче кӑна таврӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.11.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 20

1932
93
Карягин Сергей Афанасьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1967
58
Куславкка хула пулса тӑнӑ.
2001
24
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын