Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
gismeteo.ru сайтри сӑн
gismeteo.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал канмалли кун тӗлне юр ҫуса лартассине пӗлтерет. Эппин, йӗлтӗрпе коньки хатӗрлесе хума вӑхӑт.

Паян юр ҫӑвӑть, вӑл ҫӗрле кӑна чарӑнӗ. Ҫапла ыран валли ҫӗр ҫинче 2-5 см хулӑнӑш юр пулӗ. Кӗҫнерникун термометр 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран кӑтартӗ. Ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ, тепӗр 5-10 см хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Юр йӗпе пулнӑран йывӑҫсем, пралуксем ҫине ҫыпӑҫма пултарӗ. Эрнекун кӑнтӑрла тӗтре карса илӗ.

Эрнекун ҫӗрле каллех юр ҫӑвӗ. Шупашкарта 10-20 см хулӑнӑш таран ҫуса лартма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=314929
 

Ҫутҫанталӑк
chitalnya.ru сайтри сӑн
chitalnya.ru сайтри сӑн

Ҫанталӑк тинех сивӗтрӗ. Юр ҫук пулсан та, ҫапах хӑть хӗллехи кунсене аса илтерет. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха?

«Ҫанталӑк 21» портал мӗн хыпарланине пӑхар. Кӗҫӗр 6-11 градус сивӗ пулӗ. Ыран вара пӗлӗтленӗ, кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ – каҫ енне термометр 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сивӗрех пек туйӑнӗ.

Юнкун та ҫиллӗ пулӗ, ҫил-тӑман тухма пултарӗ. Кӗҫнерникун сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ. 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Эрнекун ӑшӑтӗ, анчах юр, ахӑртнех, ирӗлсе ӗлкӗреймӗ.

Канмалли кунсенче ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 20-25 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине юр ҫума тытӑнать. Вӑл ыран та ҫӑвӗ. Хальлӗхе – вӑйлах мар. Шӑматкун ҫӗрле вара вӑйлӑрах ҫума тытӑнӗ. Ку тӗле ҫӗр шуралӗ.

Тунтикун хӗвел тухӗ. Республикӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче 5-10 градус сивӗ пулӗ, кӑнтӑр-анӑҫ енче вара – ӑшӑрах, унта юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче ӑшӑтать пулсан та юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эппин, тинех хӗл пуҫланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Кӑҫал хӗл мӗнле килӗ? Урамра юр ҫук та, хӗллехи уйӑх ҫитни те туйӑнмасть. Ҫапах хӗл ларӗ. Вӑл мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» проект авторӗ палӑртнӑ.

Вӑл шутланӑ тӑрӑх, раштав-нарӑс уйӑхӗсем климат норминчен 1 градус ӑшӑрах пулӗҫ (пӗлтӗр 4 градус ӑшӑрах пулнӑ). Ҫав вӑхӑтрах уйӑхри вӑтам температура виҫӗ уйӑхӗнче те нормӑран пысӑкрах пулмалла. Эппин, ӑшӑ кунсемсӗр иртмӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, хӗллехи ҫанталӑк хӗллехи пек пулӗ: сивӗ, юрлӑ, ҫил-тӑманлӑ.

30 градуслӑ шартлама сивӗ кунсем раштавра кӑна пулӗҫ (пулас шанчӑк 20 процент). Пӗлтӗр, сӑмахран, Шупашкарта термометр хӗлӗпе те 20 градус сивӗ кӑтартман.

Раштавра юр дефицичӗ кӑштах пулӗ: юр хулӑнӑшӗ 20-22 сантиметра ҫитӗ. Кӑрлачра тата нарӑсра вара юр нормӑран кӑшт ытларах ҫӑвӗ. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче юр хулӑнӑшӗ 40 сантиметра ҫитӗ.

 

РАШ
01

Тинех юр ҫӑвӗ
 Софья Савнеш | 01.12.2025 12:38 |

Ҫутҫанталӑк
newsprimorye.ru сайтри сӑн
newsprimorye.ru сайтри сӑн

Юр ҫӑвасса кӗтетӗр-и? «Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗтмелли нумаях юлман.

Эрне вӗҫнелле, раштав уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче, йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Ҫапла ҫӗр шуралӗ. Вӑл, ахӑртнех, ирӗлсе каймӗ — сывлӑш температури 0 градус пулӗ.

Ҫитес эрнере вара юмахри пек хитре пулӗ: уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ура айӗнче юр кӑчӑртатӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, раштавӑн иккӗмӗш декадинче тата нумайрах юр ҫӑвӗ, вӑйлӑрах сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
bloknot-rostov.ru сайтри сӑн
bloknot-rostov.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ҫанталӑк чуччупа ярӑннӑ евӗр пулӗ: сивӗтӗ, ӑшӑтӗ… Паян каҫхинех ҫумӑрпа йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗсенче вара пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн тӗтре карса илӗ. Вӑл тунтикун кантӑрлачченех тытӑнса тӑрӗ. Ыран каҫхине каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ.

Ҫурҫӗр-анӑҫ районӗсенче вырсарникун ирхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр те шуралӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ те вӑл ирӗлсе кайӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ. Эрне варринче уяртӗ, ҫил те лӑпланӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чӳкӗн 28-мӗшӗччен юр ҫуса лартмӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӑвӗ-ха, анчах ирӗлсе кайӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Ҫутҫантанлӑк чуччупа ярӑннӑ пекех: ӑшӑтать, сивӗтет… «Ҫутҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ҫаплах пулӗ.

Паян сивӗ-ха. Каҫ енне йӗпе юрпа ҫумӑр хутӑш ҫума тытӑнӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр ӳкме пултарӗ. Ҫӗрле вара ӑшӑтма тытӑнӗ, ҫил вӑйланӗ.

Ытларикун каҫхине сывлӑш 7-12 градус таранах ӑшӑнма пултарать. Анчах ӑшӑ нумая пымӗ — юнкун ирхине самаях сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн йӗпе юр ҫӑвӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫур республикӑра хӗвел пӑхӗ.

Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрлесерен термометр каллех «минус» кӑтартма тытӑнӗ, кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ.

Шӑматкун ҫумӑрлӑ пулӗ, вырсарникун вара юр ҫума пултарӗ.

 

ЧӲК
07

Хӑҫан хӗл ларӗ?
 Софья Савнеш | 07.11.2025 10:25 |

Ҫутҫанталӑк
avtokoreec22.ru сайтри сӑн
avtokoreec22.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шӑматкун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Вырсарникун пӗлӗтсем сирӗлме пултарӗҫ.

Тунтикун сивӗ фрончӗ килӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче хӗвел ытларах савӑнтарӗ: ытларикун тата юнкун. Чӳкӗн 11-13-мӗшӗсенче Арктика сывлӑшӗ хуҫаланӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен 5 градус таран шӑнтӗ, кӑнтӑрла 0-рен кӑшт кӑна ытларах пулӗ.

Кӗҫнерникун йӗпе юр е пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Эрнекун вара 5-10 градус таран ӑшӑтӗ те ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сахалтан та чӳкӗн 17-мӗшӗччен хӗл лармӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе хӗлле хӑйӗн пирки аса илтернӗ кӑна – хӑш-пӗр тӑрӑхра юр ӳккеленӗ. «Ҫанталӑк 21» портал пӗлтӗрнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫапах питех ӑшӑ теме ҫук: ҫил вӑйланӗ, ҫавна май сивӗрех пек туйӑнӗ. Ытларикун, тӗслӗхрен, 4-5 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Кӗҫӗр тата ыран ирхине йӗпе юр ҫума пултарать. Юнкун типӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 6-7-мӗшӗсенче 8-10 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, ҫумӑр-юр ҫумӗ, анчах таврана тӗтре карса илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗ мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн пӗлтерет.

Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк кӗркуннехи пек пулӗ: термометр «плюс» кӑтартӗ, чылай чухне ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳк уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче самаях сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Ҫапах кайран ӑшӑтӗ.

Иккӗмӗш декадӑра ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче ҫӗре юр витме пултарать.

Чӳк уйӑхӗн 20-30-мӗшӗсенче типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ун чухне кӑнтӑрла та «минус» пулӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градус таран сивӗтӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 20

1919
107
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ.
1957
69
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
1958
68
Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй